NetNado
  Найти на сайте:

Учащимся

Учителям



Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви



Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви

Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ

Чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ

«Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» темăна вĕрентмелли ăслай пуххи

Проект

Ĕçе пурнăçлаканĕ: Ешмейкина

Людмила Александровна

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи

Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ

паракан вăтам шкул вĕрентекенĕ


Шупашкар - 2013Содержани

I. Проект тытăмĕ

1. Порект теми………………………………………………….……………...3

2. Проект тĕллевĕсем………………...…………………………………..........3

3. Проект задачисем………..………………………………………………....3

4. Проект тухăçлăхĕ………………..…………………………………………3

5. Проект актуаллăхĕ…………………………………………………………..3

6. Тĕп шухăшĕ…………………………………………………………………4

7. Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем………………….…4

8. Проекта хутшăнакансем…………………………........................................4

9. Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн………………………………………...4

10. Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăр………………………………………5

11. Гипотеза……………………………………………………………………6

12. Теори бази………………………………………………………………….7

13. Проекта пурнăçа кĕртесси………………………………………………...7

14. Пулмалли результат……………………………………………………….7

15. Кĕтнĕ çимĕçĕ……………………………………………………………….7

16. Проектпа усă курасси……………………………………………………..8

17. Пултарулăх проектне çырмалли çул-йĕр………………………………...8

II. Проект результачĕ:

Уçă урокăн тулли конспекчĕ. Урок теми: «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши». ( 8 класс)……………………………………………………………..10


III. Хушса панисем:

1№ хушса пани. Ачасен ÿкерчĕкĕсем: а)манăн çемье гербĕ………………21

ă)тăван кил………………………...22

2№ хушса пани. Анне çинчен çырнă сăвăсем……………………………...23

3№ хушса пани. Атте çинчен çырнă сăвăсем……………………………...26

4№ хушса пани. Тăван кил, çемье çинчен çырнă сăвăсем………………...27

5№ хушса пани. Ваттисен сăмахĕпе çирĕплетмелли текст……………….29

6№ хушса пани. Ачасен ĕçĕсенче анне çинчен çуралнă шухăшĕсем……..29

7№ хушса пани. Анне çинчен ырă сăмахсем……………………………….30

8№ хушса пани. Ваттисен сăмахĕсем……………………………………….33

9№ хушса пани. Тĕрлĕ вăхăтра янранă юрăсем…………….........................34

10№ хушса пани. Кĕнекесен пуххи…………………………………………38

11№ хушса пани. Символсен словарĕ………………………………………40


12 № хушса пани. Район хаçачĕнче пичетленнĕ заметкăсем……………...41

Проект теми: «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» проекта пурнăçламалли ăслайсем

Проект тĕллевĕсем:

- тĕпчев ĕçĕпе интереслентересси;

- вĕренекенсен пуплевне аталантарасси;

- пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси.

Проект задачисем:

- тĕрлĕ литература источникĕсем çине таянса проект ĕçне тума çăл куçсем палăртасси;

- пĕлĕве ÿстерес тĕлĕшпе маларах вĕреннĕ сведенисемпе вĕренекенсене хăйсене тĕллĕн анализ тума вĕрентесси;


- икĕ енлĕ дневник йĕркелесси;

- ÿкерчĕксем тăвасси;

- сăвă тексчĕсем тăрăх хĕвеллĕ тата таблицăлла кластер йĕркелесси.

- символсене ăнлантарасси;

- ĕçсене малалла пурнăçлама Power–pointпа усă курма вĕрентесси.

- видеклип йĕркелесси;

- çыру ăсталăхне аталантарасси;

- хаçата заметка ярса парасси.

Проект тухăçлăхĕ:

1. Çыннăн ăш пиллĕхне, ырă кăмăллăхне тÿрĕ чунлăхне ăша хывма пулăшасси;

2. Аттепе анне пурнăçра чи хакли те кирлĕреххи пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси.

Проект ĕçне пурнăçланă май ачасем урокра илнĕ пĕлĕве мĕнле ÿстермеллине, малалла мĕнле аталанмаллине, çавăн пекех хамăр ĕçсемшĕн кашни çыннăн ответлăха туймаллине ăнланччăр. Апла пулсан урокра каланă сăмахсем пушшăн янăраса ахалех ÿксе ан çухалччăр. Кашни чĕрине, ăсне кĕрсе ларса пире шухăша яччăр, пире туйăмлă, ырă чунлă пулма хистеччĕр.

Проект актуаллăхĕ:

1. Творчествăлла тата хăйсене тĕллĕн ĕçлесе ачасем лайăхрах астуса юлаççĕ, тарăн пĕлÿ илеççĕ.

2. Проблемăлла ыйтусем тата творчествăлла ĕçсем предметпа интереслентерме май параççĕ.

3. Проект тĕрлĕ информаци ресурсĕсемпе тата компьютер технологийĕсемпе усă курма май парать.


страница 1страница 2 ... страница 8страница 9


скачать

Другие похожие работы: