NetNado
  Найти на сайте:

Учащимся

Учителям



Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕ тăрăх пĕтĕмлетÿ урокĕ Сапăрлăх тĕллевĕ


Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕ тăрăх пĕтĕмлетÿ урокĕ

Сапăрлăх тĕллевĕ: Çирĕп чун-чĕреллĕ пулмаллине, шанчăка çухатмалла маррине ăнланса илме пулăшасси, йывăрлăхсене çирĕп кăмăллă çын çеç çĕнтерме пултарнине ăша хывтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси

Аталантару тĕллевĕ: Хайлаври тĕп сăнара вырăс литературинчи тата пурнăçри геройсемпе танлаштарса унăн чун-чĕре илемне ăнланса илме пулăшасси

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; ыйту-хурав, хайлаври эпизод тишкерĕвĕ, тишкернине символпа палăртни тата ăнлантарни, культурăсен çыхăнăвĕпе тата пурнăçри тĕслĕхпе усă курса «Пурнăç йывăçне» йĕркелени.

Урока кирлĕ хатĕрсем: И. Лисаев портречĕ, ачасем валли хатĕрленĕ презентации, «В. И. Дикуль» видиоролик, «Пурнăç йывăçĕ» ÿкерчĕк.

Урок эпиграфĕ: «Шанчăк пуррисем телейлĕ» (Ват. сăм.)

Урок юхăмĕ

  1. Учитель сăмахĕ:

- Сывлăх сунни

- «В.И. Дикуль» видиоролик пăхма сĕнни

- Ачасем, эпир сирĕнпе пурнăçри геройпа паллашрăмăр. Çак тĕлĕнмелле пысăк вăй –хăватлă çын сире литературăри хăш героя аса илтерчĕ?

Ачасен хуравĕ:

Учитель:

-Тĕрĕс , ачасем. Паянхи урокăн теми: Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕ тăрăх пĕтĕмлетÿ урокĕ. Урокăн эпиграфĕ: «Шанчăк пуррисем телейлĕ».

- Урокăн тĕллевĕсемпе паллаштарни.

- Халĕ эпир сирĕнпе «Хайлава лайăх астăватăр-и?» тест ирттерĕпĕр. Вăл сире вуланине аса илме, мана вара эсир хайлава мĕнле ăнланнине тĕрĕслеме май парĕ.

- Тест. (Ыйтăвĕсем кашни ача умĕнче)

- Тетрадьсене пĕр-пĕринпе ылмаштарса тĕрĕслесси.

2. Текстпа ĕçлени

- - Ыйту-хурав : Хайлаври тĕп сăнар кам? Мĕн калама пултаратăр ун çинчен?

Ачасен хуравĕсем

- Сирĕн умра хайлавран илнĕ пĕр сыпăк. Ăна сасăпа вулăпăр , унтан: сыпăк

сире мĕнпе тĕлĕнтерчĕ тата мĕншĕн ыйту çине хуравлăпăр.

Вулав, ыйту-хурав.

- Ачасем, çак сыпăк патне эсир мĕнле символ ÿкернĕ пулăттăр? Мĕн-ха вăл

символ? Атьăр-ха Ожегов словарьне уçса пăхар.

- Икшерĕн ĕçлеççĕ, хут листи çине тĕрлĕ тĕслĕ карандашсемпе ÿкереççĕ, ун

хыççăн доска çине магнитпа тухса çыпăçтараççĕ те хăйсен символне

ăнлантараççĕ.

- Учитель символсене пĕтĕмлетсе хаклани

- Хайлавăн тĕп шухăшĕ тата ăна мĕншĕн «Чире парăнма çуралман» тесе ят

панă?

Ачасен хуравĕ
3. «Пурнăç йывăçси»

- Тĕрĕс шухăшлатăр. Паянхи урокăн эпиграфĕ те сирĕн шухăшпа пĕр килет.

Анчах та пурнăçра Витя Кулешов е Валентин Дикуль пек чирлесси те пулĕ.

Сирĕн умра пурнăç йывăççи, ун çинче çулçăсем. Çулçăсем çинче пурнăçри

йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшакан халал сăмахĕсем. (Ачасем пĕрин хыççăн

тепри доска умне тухса çулçă çинче мĕн çырнине вулаççĕ)

3. а. Физкультминутка

4.Культурăсен çыхăнăвĕ.

- Ачасем, Витя Кулешов пек чире парăнман геройсем вырăс литературинче те

нумай. Паллах, вĕсем çинчен эсир литература урокĕсенче пĕрре мар илтнĕ.

Эпĕ сире вырăсла пĕр сăвă вуласа парăп, вăл вырăс литературинчи пĕр

героя аса илтерĕ. Кам çнчен-ши вăл?


Под Старой Руссой в жесткой схватке

Был самолет его подбит.

Мотор заглох, и нет площадки,

Но хорошо, что не горит.
Упал на лес, сбивая сучья,

В куски распался самолет,

Вот он, особый этот случай,

Когда остался жить пилот…
Как он прополз те восемнадцать

Голодных выстраданных дней?

Как телу трудно подниматься,

Но сила воли все ж сильней…
Врачи его смотрели долго

И вывод сделали один…

Лишь сила воли, чувство долга

Его оставили живым.
Взяв костыли, стал двигать ноги -

Как трудны первые шаги!

Учителя уж больно строги,

А в помощь только две руки.
«Я должен быстро научиться

Ходить и двигаться, как все.

Иначе в воздух не пробиться,

А без полетов трудно мне».
И он с упорством, силой воли

Тренировался каждый час.

Хотя в душе стонал от боли

И падал на пол много раз…

- Кам çинчен сăмах пырать-ши?

-Тĕрĕс, ачасем. Сăмах Б. Полевойăн «Повесть о настоящем человеке» хайлаври А. Мересьев летчик çинчен пырать. Йывăр вăхăтра комиссар хавхалантарса тăнипе, хăй çине тăнипе вăл та тепĕр хут пĕлĕте хăпарма пултарнă.

- Ачасем, паян манăн тата тепĕр хайлав ятне асăнса хăварас килет. Владислав

Титов «Всем смертям назло» . Хайлаври тĕп герой Сергей Петров авари вăхăтĕнче шахтăра хăйпе пĕрле ĕçлекен юлташĕсене инкекрен хăтăлма пулăшнă вăхăтра вăйлă аманать , икĕ алăсăр юлать. Ăна пурнăç пĕтнĕн туйăнать . Врачсен ăсталăхĕ, Таня арăмĕн юратăвĕ ,хăйĕн вăйлă та çирĕп характерĕ ăна йывăрлăха чăтса ирттерме вăй-хăват параççĕ. Сергей пурнăçран хакли нимĕн те çуккине ăнланса илет. Карандаша шăлпа хĕстерсе çырма вĕренет

5. Пĕтĕмлетÿ

-Ачасем, çак геройсене пĕтĕмлетсе мĕнле хакланă пулăттăр?

Çирĕп кăмăллă тÿсĕмлĕ чăтăмлă

Пысăк тĕллевлĕ шанчăка çухатмасть çирĕп чун-чĕреллĕ
- Эпĕ те сирĕнпе килĕшетĕп. Пĕтĕмлетсе вĕсем çинчен ман çапла калас килет: Вĕсем- чăн-чăн этем.
-Ачасем, пирĕн те пурнăçра чăн-чăн этем пуласчĕ.

Пурнăçа юратăр, йывăрлăхран ан хăрăр. Ăнсăртран инкек-синкек сиксе тухсан пуçа ан усăр, шанчăка ан çухатăр. Инкек-синкеке сирме вăй-хал çитерĕр.

6. Киле ĕç

Сочинени «Паянхи урок тата «Чире парăнма çуралман» хайлав пурнăçра мĕнле çын пулма вĕрентет?»
-Урок вĕçленсе пырать.Эсир паян пурте питĕ маттур пултăр. Çавăнпа та : «Я хочу подарить вам солнце без особых причин, просто так» . Халĕ вара алла ÿкерчĕкри пек тытăр,. (Учитель ачасен алă лаппи çине отметкăллă чĕре ÿкерчĕкĕ хурать).
Хушма материал

ТЕСТ ыйтăвĕсем

1. Витьăна мĕнле чир асаплантарать?

А) Шăмă туберкулезĕ

Ă) Ÿпке туберкулезĕ

Б) Ура сыппи ыратни

В) Пурте тĕрĕс

2. Витя хăйне хĕрхеннине юратать-и?

А) Юратать

Ă) Юлташĕсем пулăшманнишĕн хăш-пĕр чухне кÿренет

Б) Хăйĕншĕн чарăнса тăнине Витя юратмасть

В) Пĕри те тĕрĕс мар

3. Йывăр вăхăтра Витьăна камсем хавхалантараççĕ?

А) Алексей Петрович

Ă) Амăшĕ

Б) Юлташĕсем

В) Пурте тĕрĕс

4. Алексей Петрович Витьăна мĕнле пулма вĕрентет?

А) Чирлĕ урана куллен ытларах та ытларах хускатмалла

Ă) Уроксене тĕплĕн хатĕрленмелле

Б) Шăм-шака çирĕплетмелле

В) Пурте тĕрĕс

5. «Асту , спорт хăравçăсене йышăнмасть, хăюлăх, чăтăмлăх кирлĕ ăна валли». Кам калать Витьăна çак сăмахсене?

А) Студентсем

Ă) Юлташĕсем

Б) Алексей Петрович

В) Пĕри те тĕрĕс мар

6. Мĕнле сăлтавсене пула врачсем Витьăна ăмăртăва хутшăнма ирĕк параççĕ?

А) Каччă кĕрешĕве хутшăнассишĕн çав тери çуннă пирки

Ă) Витя хăйне çав тери лăпкă тытнине пула

Б) Каччă чăтăмлăхне кура

В) Пурте тĕрĕс

7. Хăшĕ тĕрĕс?

А) «Чăтăмлăхĕ, тÿсĕмлĕхĕ пысăккипе чире çĕнтерчĕ,»- çапла каласрĕç ун çинчен тăван ялта.

Ă) Велосипедпа куллен çÿрени кăна ăна кĕске вăхăтра ура çине тăма пулăшрĕ.

Б) Пĕррехинче амăшĕ ăна Сергей Щербаков физкультура пулăшнипе утакан-чупакан пулни çинчен каласа пачĕ.

В.) Пурте тĕрĕс

Пурнăç йывăççи

Çулçăсем çинчи халал сăмахĕсем

1. Çынсемпе сапăр пул, харкашасран аякра тăр.

2. Шанчăка ан çухат, вăй-хала çирĕплет.

3. Турра ĕнен, унран пулăшу ыйт.

4. Çынна ырă ту. Ырă туни пурнăçра хăват парать.

5. Чĕр чунсене юрат. Вĕсем сана савăнăç кÿрĕç

6. Пурнăçра кирлĕ пулма пултаракан ĕçпе аппалан. Ĕç хуйха-суйха мантарать.

7. Хăвăнта тарăху ан тыт.

8. Манран пулмасть тесе ан кала. Тĕллев ларт та ăна пурнăçлас тесе тăрăш.


Хайлавран тишкерÿ валли илнĕ пĕр сыпăк

Амăшĕ ывăлне çапла хавхалантарчĕ:

-Санран япăххисем утакан пулнă теççĕ. Эпĕ астăвасса пирĕн тăрăхра пĕр каччă пурччĕ. Икĕ ури те хуçăлнăччĕ ун. Кайран утакан пулчĕ вĕт. Эсĕ те утакан пулатăнах.

Витя çакна ĕненчĕ… Ку каччă ăна юмахри паттăр пекех туйăнчĕ. Ăна тĕлĕкре те курчĕ. Лешĕ: «Куратăн-и эпĕ мĕнлерех патваррине? Тахçан хам та сан пекех халсăр пулнă»,- тет пек.

«Эпĕ те чупакан пулăп, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнăп»,- шухăшларĕ вара вăл кун хыççăн. Амăшĕн сăмахĕ , тухтăр шантарни унăн кăмăлне çĕклерĕ. Роза умне, Федя умнее шкулти пур ача умне те çитсе тăрасчĕ ун костыльсемсĕр, вĕсемпе ăмăртасче! Хăçан çитĕ-ши çав вăхăт? Ури ав тÿрленнĕ пек мар, пушшех ыратнăн туйăнать вăхăтăн-вăхăтăн. Ун пек чухне Витя тухтăр патне каять. Лешĕ урине пăхкалать те:

- Вăт куртăн-и, малтанхинчен лайăхланнă уру.Çине тăрса физкультура ту. Асту, этем кĕлеткинче мĕн пур, çавсем пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă, пĕрне- пĕри вăй параççĕ, шăм-шакна çирĕплетни уруна вăй кĕртĕ. Ыратнине ан пăх, хăнăхманран туйăнать çапла. Уру сан лăпкăлăха хăнăхнă та,хăйне хускатнипе килĕшесшĕн маар. Каярахпа вара унăн килĕшмех тивĕ,-тет.

- Каярахпа… халех маар апла. Витьăн нумай асапланма тивет-ха çул çинче. «Нумаййи нумай та, анчах çав вăхăт пурпĕр çитĕ»,- лăплантарчĕ хăйне хăй Витя. Малашлăхри çав шевле чунне çĕклерĕ унне.

страница 1


скачать

Другие похожие работы: