NetNado
  Найти на сайте:

Учащимся

Учителям



Урок Пĕлÿ тĕллевĕсем: И. Ахратăн «Юрлакан кĕленчесем»


Урок теми: Кĕвĕ мана мĕн каларĕ?

Урок тĕсĕ : хутăш урок

Пĕлÿ тĕллевĕсем: И. Ахратăн « Юрлакан кĕленчесем» калавне пĕтĕмлетесси,

ачасене Ф. Павловăн « Сарнайпа палнай» симфонийĕпе паллаштарасси.

Аталантару тĕллевĕсем:Ф. Павловăн « Сăрнайпа палнай» симфонин илемне, авторăн кăмăл- туйăм хусканăвне, чунне туйса илме пулăшасси, туйăмсене кĕске калавра палăртасси.

Воспитани тĕллевĕ: хăйсен пуласлăхне юрă е кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарас ĕмĕтлĕ

ачасене Петтюк тата композитор сăнарĕсемпе хавхалантарасси.

Словарь ĕçĕ: сăрнай – чăвашсен авалхи вĕрсе каламалли музыка инструменчĕ;

палнай – авалхи музыка инструменчĕ; симфони- оркестр валли çырнă пысăк калăпăшлă произведени; оркестр – музыка инструменчĕсемпе калакансен ушкăнĕ.

Урокри мелсемпе меслетсем:

учитель сăмахĕ;

комьпютерпа усă курни;

юрă – кĕвĕ итлени;

хайлав çырни;

инсценировка ларни;

ачасем кластер туни,

сăнарсен уйрамлăхĕсене пĕрпеклехĕсене тупса палăртни;

ĕç вăййи выляттарни;

Пуплеве аталантармалли хăнăхусем: ыйту – хурав инсценировка лартни; хайлав çырни; хайлавсене класра тишкерни; ачасен ĕçĕсене пĕтĕмлетни; учитель ыйтăвĕсене хуравлани; чăваш халăх инструменчĕсем çинчен каласа пани;

Курăмлăх е кăтарту хатĕрĕсем: 1 . Компьютер. 2. Ф. Павлов портречĕ. 3. Ф. Павловăн «Сăрнайпа палнай» симфонийĕ.. 4. Проектор. 5.Принтерпа кăларнă тест ыйтăвĕсем. 6.Видеопрезентаци . 6.Пилĕк кĕленче, шыв, пăта.

Урок эпиграфĕ : «Ĕмĕтлĕ çын – çунатлă» - Ваттисен сăмахĕ.

Урок юхăмĕ:

Шкул ачи:

Шăнкăр-шăнкăр, чăнкăр – чăнкăр!

Вĕренме чĕнет звонок.

Шăнкăр-шăнкăр, чăнкăр – чăнкăр!

Ак пуçланчĕ те урок.

Учитель : Ырă кун пултăр, ачасем!

Иртнĕ урокра вĕреннĕ темăна аса илĕпĕр.

Сирĕн килте мĕнле ĕç пулнă?

  1. Килти ĕçе тĕрĕслени.

1) Килте çырса килнĕ инсценировкăсене ачасем сцена çинче выляса кăтартни,

вĕсен ĕçне хаклани.

Учитель сăмахĕ: Ачасем, Ф. П. Павлов Петтюка ăçта илсе каясшăн?

1919- мĕш çулта Ф.П. Павлов Шупашкарта музыка шкулĕ уçать.1920- мĕш султа – музыка училищине.Шупашкарта халĕ те çак училище пур, вăл Ф. П. Павлов ячĕпе хисепленсе тарать.

Ачасем ,халĕ вара эсир хайлава мĕнле ăнланнине пĕтĕмлетсе тест ыйтăвĕсем çине хуравлăпăр .

2) Ачасем тестсем (« Юрлакан кĕленчесем») çине хуравлаççĕ.
« Юрлакан кĕленчесем» калав тăрах хатĕрленĕ тест ыйтăвĕсем :
1.Петтюк кампа пурăнать ? (амăшĕпе, асламăшĕпе, кинемейпе)

2.Кĕленчесене юрлаттарма кам вĕрнтнĕ Петтюка? (хăй вĕреннĕ, ачасем, Левен куккăшĕ)

3.Петтюк шкула çÿрет-и? (5- мĕш класа çÿрет, 3-мĕшне куçнă, çÿремест)

4.Петтюк миçере?(вуннăра, вун пĕрте, паллă мар)

5.Кам вăл Федор Павлов? (музыка учителĕ, палла чăваш композиторĕ, кÿрши, ашшĕ)

6.Хăшĕ ытлашши?( «Вĕлле хурчĕ» , «Ялта», «Айтар»)

7. Композитор Петтюка ăçта илсе каясшăн? ( Хусанти консерваторине ,Шупашкара ,

музыка шкулне ,хăнана , амашĕ патне)
II. Ачасен ăнланăвĕсемпе хăнăхăвĕсене çирĕплетни.
Ф. П. Павлов çырнă тата илемлетнĕ «Вĕлле хурчĕ – ылтăн хурт» юрă янăрать

Учитель сăмахĕ: Илемлĕ, илемлĕ чăваш кĕвви –

Калама пĕлсен кăна .

Илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри –

Юрлама пĕлсен кăна.

Ачасем , сирĕн умăрта илемлĕ юрă янăрарĕ. Илтнĕ-и эсир ку юрра ?Ăна кам çырса

кĕвĕленĕ?

Юрă – кĕвĕ тенĕрен ,пирĕн паянхи урок та юрă-кĕвĕ тĕнчипе çыхăнĕ.

Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе, эпиграфĕпе, паллаштарни . (1-2 мĕш слайдсем)

Учитель сăмахĕ: Музыка вăл – юрă- кĕвĕ. «Музыка» сăмах чăваш чĕлхине 19-мĕш ĕмĕрте кĕрсе юлнă. Музыка хатĕрĕсем – сасă кăларакан хатĕрсем. Ăсчахсем вĕсене çапса, вĕрсе ,сĕрсе,чĕпĕтсе, чĕлхелесе, шăнкăрттаттарса каланă. Чăвашсен 50 ытла музыка хатĕрĕ пулнă теççĕ .Анчах вĕсене никам та пĕр çĕре пуçтарса хăварман. Чăваш наци музейĕнче 77 музыка хатĕрĕ упранать, вĕсен шутĕнче 7 кĕсле. Мускаври М. И. Глинка ячĕллĕ тĕп музейра тĕнчери 771 пин ытла музыка инструменчĕ упранать.

1).Чăвашсен авалхи музыка инструменчĕсене аса илни(шăпă, сăрнай, палнай, тутут, параппан, шакăртма т. ыт.те) .Вĕсене ÿкерсе кăтартни, вĕсем çинчен каласа пани. (3-мĕш слайд)

2). Ĕç вăййи: - «Музыканта Турă мĕн парать?» Ачасем хĕвеллĕ кластер туни.( 4 -мĕш слайд) (- инструмент калама пĕлни,чун хĕлхемĕ,çунатлă ас,ĕçченлĕх,талант, кĕвĕ сисĕмĕ, музыкăна чунтан парăнни,çирĕп кăмăл, нота пĕлни, илемлĕ сасă.)

Учитель сăмахĕ: Ачасем , сирĕн хушăрта юрă – кĕвĕпе интересленекенсем пур- и ?

3). Икĕ- виçĕ ачи хăйсем çинчен каласа параççĕ .

4) Шкул ачи: Ачасем, тăхтав вăхăчĕ çитрĕ, канса илер! Чăвашсен музыка

инструменчĕсемпе выляса пăхар-ха.(5 – мĕш слайд)

Сĕрме купăс эп калатăп-

Пи-ли-ли, пи-ли-ли!

Ачасем садра ташлаççĕ

Пи-ли-ли, пи-ли-ли!

-----------------------------

Ак сăрнай кала пуçларăм-

Тинкĕлти ,тинкĕлти!

Хут купăс тăсса яратăп-

Хам юрра шăрантаратăп!

------------------------------

Параппан часрах янратрăм-

Пăнтăрттам! Пантăрттам!

Хам вылятăп , хам ташлатăп -

Пăнтăрттам! Пăнтăрттам!

Учитель: Чăваш ен – çĕр пин юрă,çĕр пни кĕвĕ çĕр-шывĕ. Халăх юрри- кĕвви ĕмĕрсем тăршшĕпе якалса, илемленсе паянхи куна çитнĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăвашăн професссилле музыкине аталантарма май панă.Ф. П. Павлов чăваш симфони музыкине пуçараканĕ. 1920 – мĕш çулта вăл «Сарнайпа палнай» симфони çырнă.(6-мĕш слайд)

5). Словарь ĕçĕ: Сăрнай- чăвашсен вĕрсе каламалли музыка инструменчĕ; палнай – авалхи музыка инструменчĕ; симфони- оркестр валли çырнă пысăк калăпăшлă произведени; оркестр – музыка инструменчĕсемпе калакансен ушкăнĕ.( 7 –мĕш слайд)

6). «Сăрнайпа палнай» симфоние итлеттерни, ыйтусемпе ĕçлеттерни. Ыйту- хурав:

- Сире çак симфони кăмăла кайрĕ – и ?Мĕншĕн?

- Музыка произведенийĕ сирте мĕнле туйăмсем çуратрĕ?

7).«Сăрнайпа палнай» симфоние тепĕр хут итлеттерни.

Ачасене ĕç хушни ( кăмăл тăрăх). Кĕвĕ мана мĕн каларĕ? Кĕвĕпе килĕшуллĕн 7-8 предложенирен тăракан ( ăслав е сăнлав )çыхануллă текст çырмалла. Икĕ ача хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарççĕ.

Сăнлав сочиненийĕн тĕслĕхĕ:

Юман.

Умра- вăрманăм ман. Унта ÿсет юман. Сивве те, шăрăха та сахал – и чăтнă вăл кунта !? Шартламара турачĕсем ун хуçăлаççĕ.Çуркуннепе юхаççĕ сурансем .Çу кунĕсем анчах –çке пултарайĕç сиплеме ват юмана Сар хĕвелĕ ăшшăн- ăшшăн çупăрлать ăна, кайăксем юрлаççĕ, çĕклентереççĕ чуна.

Шухăшлав сочиненийĕн тĕслĕхĕ:

Юман вăрманĕсем.

Паян вĕсем чăваш тăрăхĕнче сахаллансах пыраççĕ.Этем тени хăй вăхăтĕнче вĕсене нумай кăкланă: çуртсем лартнă, сĕтел- пукан ăсталанă, Питĕре карап тума ăсатнă. Карап юманлăхĕсем сайралчĕç. Мĕнле чир вăл – пиншер çул пурăнакан чи çирĕп йывăçа парăнтаракан чир? Çанталăкра – айăпĕ ? Айăпĕ е çынра ? Е хими айăплă кунта, е хурт çиет ман юмана?

Учитель сăмахĕ: Кĕвĕ тĕнчи – асамлă тĕнче. Юрăпа кĕвĕ пирĕн пурнăçа илем кÿреççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ .

8)Ачасене В.Короленко( вырăс писателĕ) çырнă «Слепой музыкант» хайлавăн кĕске содержанийĕпе паллаштарни .Иван Ахратăн «Юрлакан кĕленчесем» калаври Петтюкпа В. Короленкăн «Слепой музыкант» хайлаври Петĕрĕн пĕрпеклехĕсемпе уйрăмлăхĕсене тупса палăртасси. ( 8 –мĕш слайд)

Иван Ахратăн «Юрлакан кĕленчесем» калавĕнчи Петтюк

В. Короленкăн « Слепой музыкант» повеçĕнчи Петĕр

Пĕрпеклĕхĕсем

Текстсенче иккĕшĕн те ячĕсем пĕрешкел

Икĕ хайлавĕнче те тĕп геройсем музыка инструменчĕсемпе выляççĕ

Хăлха сасса лайăх туять,иккĕшĕ те мал ĕмĕтлĕ

Иккĕшĕ те паллă çынсем пулĕç

Уйрăмлăхĕсем

Чаваш

Вырăс

Куçĕ курать

Куçĕ курмасть

Петтюкăн ашшĕпе амăшĕ çук

Петĕрĕн ашшĕпе амăшĕ пур


Учитель сăмахĕ: Ачасем, паллах, сире «Слепой музыкант» хайлаври Петĕрĕн шапи кăсăклантарчĕ пуль. Вăл хăй тăрăшнипе, çине тăнипе,йывăрлăхсене çĕнтерсе паллă музыкант пулса тăрать.Çапла вара, ачасем, пĕчĕк ĕçрен те пысăк ĕç туса яма пулать .Ĕç пурнăçлантăр тесен çав ĕçе юратса,чун туртнипе, килештерсе ĕçлемелле .

III . Пĕтĕмлетÿ: 1) Ыйту – хурав парса урока пĕтĕмлетни:

а) Ачасем, эпир паян урокра мĕнле тема пăхса тухрăмр?

ă) Мĕнле ĕçсем туса ирттертĕмĕр ?

б) Чăваш халăхĕн мĕнле музыка инструменчĕсемпе паллашрăмăр?

в) Ф. П. Павловăн « Сăрнайпа палнай» симфонийĕ сире килĕшрĕ- и?

г) В. Короленко çырнă мĕнле хайлавпа паллашрăмăр?

Учитель: Паянхи урока эпир кĕвĕ тенчипе çыхăнтартамăр. Кĕвĕ тĕнчи – асамлă тĕнче. Юрăпа кĕвĕ пирĕн пурнăçа илем кÿреççĕ,кĕвĕ тĕнчи тата асамлăрах.Çав чĕлхене кашни çын хăйне майлă ăнланть (тепри ăнланмасть те пулĕ). « Сăрнайпа палнай» симфони те пирĕн чуна ,ăса ăрасна витĕм кÿчĕ. Куç умне тухса тăнă картина, ассоциаци тĕрлĕрен .Апла пулин те, симфони пире илемлĕ ÿкерчĕксем тума, кăсăклă хайлавсем çырма хавхалантарчĕ.

В.Короленкăн «Слепой музыкант» ,Иван Ахратăн «Юрлакан кĕленчесем» хайлавсенчи Петтюкпа Петĕр пек ĕмĕтпе пурăнсчĕ.

«Ĕметленни пулать, ĕмĕтленни çитет», «Ĕмĕтлĕ çын –çунатлă», -теççĕ ваттисем. Ачасем, апла пулсан ĕмĕтпе пурăнасчĕ.

2) Киле ĕç пани. Суйласа илмелли килти ĕç: ( 9- мĕш слайд)

  1. Икĕ енлĕ дневник : ( вăйлă вĕренекенсем валли)

  2. « Петтюк 10 çултан» прогноз (вăтам вĕренекенсем валли)

  3. Сюжетлă ÿкерчĕк тăвасси (начартарах вĕренекенсем валли)

Учитель сăмахĕ: Ачасем, паянхи урока оценкăсем лартса хаклар-ха. Сирĕн умăрта «3» , «4», «5» паллăсем выртаççĕ.

Сире урок питĕ килĕшрĕ пулсан - «5» паллăсене çĕклеме ыйтатăп.

Сире урок килĕшрĕ пулсан -« 4» паллăсене çĕклемелле .

Сире урок вуçех килешмерĕ пулсан - «3» паллăсене çĕклĕр

Урока лайăх хатĕрленнĕшĕн сире пурне те «5» паллăсем лартатăп.

3) Ачасем Ф. П. Павлов илемлетнĕ «Йĕс таканлă аттăм пур» юрра юрлани.

Шкул ачи:

Шăнкăр – шăнкăр , чăнкăр – чăнкăр!

Урокран чĕнет звонок.

Шăнкăр – шăнкăр , чăнкăр – чăнкăр!

Ак вĕçленчĕ те урок…


1-мĕш № хушса пани

«Юрлакан кĕленчесем» - инсценировка
Инсценировкăри сăнрсем:

Ф. П. Павлов- композитор

Петтюк- 12- 13 çулхи ача

Кинеми – Петтюкăн кукамăш

1 курăну
Пĕчĕк юхан шыв хĕрри.Ф. Павлов çыран хĕрне ларать,аттине хывать.Шыв шăмпăлтатни илтĕнет, унтан –кĕленчене кĕвĕлесе чанкклаттарни.

Композитор : Ара , ку музыкант вĕт , кĕленчесене шыв ярать: пушă кĕленче хулăн сас кăларать , шыв тултарнă май сасăсем çинçелсе пыраççĕ. Тĕлĕнтермĕш!.. Пĕрре , иккĕ, виççĕ…пиллĕк . Тап- таса пентатоника!

Аякран кăшкăрнă сасă илтĕнет : «Петтюк!Петтюк! Ăçта хăяматра çав ача!Апат

сивĕнет ! Петтюк!»

Композитор: Ачи вунă çулсенчен иртмен-ха. Петтюк ятлăскер иккен–ха.Мĕн тери пултаруллăскер. Кăна тем тесен те вĕçертме юрамасть .(Петтюк кĕрсе кайнă хапхаран пырса шаккать )

2 курăну

Сĕтел , сак. Сĕтел çинче вĕри апат. Çăкăр касса хунă.

Композитор: Ман килес , апачĕ тутлă пултăр.

Кинеми: Килĕрех.Иртĕр тĕпелелле .Чăвашах иккен-ха.

Композитор: Чавашах- ха, тăхлачи, чăвашах. Ялсем тăрăх юрăсем шыраса çуретĕп.Ырă çынсем сирĕн паталлла кĕрсе тухма сĕнчĕç.

Кинеми: Айтурах, пирĕн ратнере юрлакан пулман та , уссăрах такам аташтарса янă пуль

сире?

Композитор: Ку тĕрĕсех ĕнтĕ ,улми йывăççинчен аякка укмест теççĕ.Анчах йывăç айне ют улма та пырса ÿкме пултарать.

Кинеми: Ют улма тенĕрен,ара , ку Петтюк, тÿррипе каласан,пирĕн ратне мар – ха вăл,икĕ- виçĕ çултискерне такам пăрахса хăварнă.Ара, çапла картишне кĕнĕ те макăрса ларать .Никам та : шыраканĕ те , килсе илекенĕ те пулмарĕ.Усрарăмăр . (Петтюк йĕрсе керет)

Петтюк: Кукамай ,ман кĕленчесене вăрласа кайнă.

Кинеми: Мĕн кĕленчисене çак?

Петтюк: Кар- çин- кка-ри-се-не!!!

Композитор: Çук пуль , Петтюкăм , вăрламан пуль. Атя тухса шырар , тен, вырăнĕнчех пуль. Мĕнле кĕленчесем- ха вĕсем?

Петтюк: Юрлакан кĕленчесем . Пăтапа шаккаса юрлаттаратап эпĕ вĕсене.

Композитор: Кĕленчесене юрлаттарма кам вĕрнтрĕ?

Петтюк : Левен кукка вĕрентрĕ.

3 курăну

Шыв хĕрри . Паçăрхи каçма. Вĕлтĕрен тĕммисем.

Композитор:Акă çитрĕмĕр. Ăçтарах лартнăччĕ эсĕ вĕсене?

Петтюк: Ак çакăнта.

Композитор : (савăннă пек туса)Акă– çке ,кунта- çке вĕсем, шакăрах лараççĕ.

Кăтарт-ха ,мĕнле юрлаттаратăн эсĕ вĕсене?(Петтюк кĕленчисене вырнаçтарса лартрĕ, юрлаттарса ячĕ)

Композитор: Итле-ха ,Петтюк,эсĕ миçе султа?

Петтюк: Вуннăра е вун пĕрте .

Композитор:Мĕнле вара капла?

Петтюк:Эпĕ хăçан çуралнине кукамай та пĕлмест.

Композитор:Апла-çке , шкула çуретĕн пуль?

Петтюк:Виççĕмешне каймалла

Композитор: Санăн музыкант пулас килет-и?

Петтюк:Манăн купăспа калама вĕренес килет.

Композитор: Эпĕ сана Шупашкара илсе каятăп.Унта музыка шкулĕ пур, купăс калама вĕренетĕн.

Петтюк: Кукамай ямасть .

Композитор:Эпĕ ăна ÿкĕте кĕртетĕп.

Петтюк: (кĕленчисене пуçтарса) Халех илсе каятăр-и?

Композитор: Тепĕр уйăхран.

Петтюк: Ма халех мар?

Композитор: Халь, хăвах пĕлетĕн,каникул вăхачĕ.

Петтюк:Эсир мана манса каймастăр-и?

Композитор:Эпĕ нихăсан та нимĕн те манмастăп , Петтюк.

Кинемей: Ах тур- тур ,тен ,эсир унăн ашшĕ пулатăр?

Композитор : Ашшĕ мар , малашне ашшĕ вырăннех пулăп.

Петтюк (кукамăшне йăпатса) : Кукамай , ан йĕр . Эпĕ купăс калама веренетĕп те каялла таврăнатап.(Ф. П. Павлов вĕсемпе сыв пуллашрĕ. Пÿрт умне тухса тăнă икĕ чун вăл куçран çухаличченех пăхса тăчĕ)

страница 1


скачать

Другие похожие работы:


Документы

архив: 1 стр.


Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.