NetNado
  Найти на сайте:

Учащимся

Учителям



Урок проведён в7гклассе по теме «Заволжский лес»


Васильева Галина Николаевна- учитель чувашского языка

и литературы МБОУ «Урмарская СОШ им.Г.Е.Егорова»

урок проведён в7гклассе по теме «Заволжский лес»

Йăлăм вăрманĕ.
Урок тĕсĕ: хутăш.

Сапăрлăх тĕллевĕ: çут çанталăк çинчен вĕреннине аса илесси; тăван тавралăха сăнама, юратма, упрама вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем: текст çине таянса ачасен пуплевне аталантарасси; иртнĕ причастисене аса илсе çирĕплетесси; Йăлăм вăрманĕ çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.

Аталантару тĕллевĕсем: вăрман пурлăхĕпе пĕлсе усă курма хăнăхтарасси; ачасен ăс-тăнне, логикăлла шухăшлавне, кăмăл-туйăмне, тавралăх илемне курас туйăма аталантарасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: вăрмана упрас темăпа плакатсем; компьютер, проектор, экран, презентаци, Чăваш Республикин карти.

Слайдсен аннотацийĕ:

1.Вăрман.

2.Тупмалли юмах.

3.Тупсăмĕ.

4.Тема, тĕллевсем.

5.Эпиграф.

6.Словарь ĕçĕ.

7.Текст планĕ.

8.Чăваш Республикин карти.

9.Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.

10.Физкультура саманчĕ.

11.Чĕр чун тĕнчи.

12.Çырласем.

13.Кăмпасем.

14.Йывăçсем.

15.Таблица «Вăрман пуянлăхĕ»

16.Кластер «Йăлăм вăрманĕ»

17.Таблица «Иртнĕ причасти пулăвĕ»

18.Шкул лесничестви Ара хĕрринче.

19.Шкул лесничестви Тăвай вăрманĕнче.

20.Кайăксене пулăшу.
Урок юхăмĕ.

1.Класа урока хатĕрлени (1слайд)

2. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.

Ачасем, эпир паян урока шифрланă тупмаллли юмахăн тупсăмне шыранипе пуçлăпăр. (2слайд) Çак ĕçе тумашкăн пирĕн чăваш алфавитне аса илмелле. Шифрне уçса вуланă хыççăн тупмалли юмахăн тупсăмне пĕлĕпĕр. (3слайд)

Çапла, паян эпир вăрман, Йăлăм вăрманĕ пирки калаçăпăр.(урок темипе тĕллевĕсемпе паллаштарни) (4слайд)
Фонозарядка. (5слайд)

Вăрман вăл ман, Вăрман вăл мул,

Вăрман вăл сан, Вăрман – тупра,

Апла пулсан – Апла пулсан -

Вăл тус-тăван. Ăна упра.
Çак сăвă йĕркисемех паянхи урокăн эпиграфĕ пулĕç.

Тестпа ĕçлеме пуçличчен малтан çĕнĕ сăмахсепе паллашăпăр.(6слайд)

Пурăш –барсук

Çÿлевĕç – рысь

Шурлăх çырли –клюква

Хура çырла –черника

Кĕтмел – брусник

Пĕрлĕхен – костяника

Каврăç – ясень

Кăтра кăмпа –сморчок
Текста пайăн-пайăн саспа вуласа план йĕркелеме хăнăхасси.

- Атăлăн сулахай енĕпе Йăлăм вăрманĕ тăсăлса выртать.

- Йăлăм вăрманĕн пĕр пĕчĕк пайĕ кăна Чăваш Республикине кĕрет.

- Чăвашсем мĕн ĕлĕкренпех Йăлăм вăрманне çÿренĕ.

- Тĕрлĕ йывăç ÿсет Йăлăм вăрманĕнче.

- Чĕр чун тĕнчи те пуян.

- Кăмпи те нумай.

- Çырларан та пуян Йăлăм вăрманĕ. (7слайд)
Чăваш Республикин карти çинче йĕрлесе пăхар ăçтарах Йăлăм вăрманĕ вырнаçнине (8слайд)
Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси. Вĕсене тĕрĕс йĕркелесе вырăсла куçрасси. (9слайд)

1)Вăрмантан… а)кайăксăр пулмасть.

2)Вăрман… ă)туясăр ан кил.

3)Вăрман нихăçан та… б)хир куçлă.

4)Вăрман… в)çур тăлăп теççĕ.

5)Вăрман пуян… г)сывлăхшăн усăлллă.

6)Вăрман хăлхаллă… д)уй аслă.

7)Вăрман сывлăшĕ… е)пушă ямасть.
Физкультура саманчĕ: (10слайд)

Кассăн-кассăн çил вĕрет,

Йывăç турат чÿхенет.

Çил хăвачĕ вăйланать,

Пысăк йывăç тайăлать.
3.Çирĕплетни.

Вăрман ырлăхĕ пурне те çитет терĕмĕр. Кашнине уйрăмшар презентаци тарăх пăхса тухасси, вырăсларан чăвашла куçарасси.

- Чĕр чун тĕнчи (11слайд)

- Çырласем (12слайд)

-Кăмпасем (13слайд)

-Йывăçсем (14слайд)
Презентаци пăхнă хыççăн «Вăрман пуянлăхĕ» таблица ÿкересси. (15слайд)


Вăрман пуянлăхĕ

Чĕр чунсем

Çырласем

Кăмпасем

Йывăçсем

Пакша – Белка

Пĕрлĕхен – Костяника

Хурăн кăмпи – Подберезовик

Хыр – Сосна

Кашкăр – Волк

Çĕр çырли – Клубника

Сар кăмпа – Лисичка

Чăрăш – Ель

Чĕрĕп – Ёж

Хура çырла – Черника

Шурă кăрăç – Белый груздь

Вĕрене – Клён

Пурăш – Барсук

Кĕтмел – Брусника

Уплюнкка – Опята

Çирĕк – Ольха

Мулкач – Заяц

Çĕмĕрт – Черемуха

Кăтра кăмпа – Сморчок

Хурама – Вяз

Тилĕ – Лиса

Хурăн çырли –Земляника

Шурă кăмпа – Белый гриб

Каврăç – Ясень

Хир сысни – Кабан

Хăмла çырли – Малина

Маслă кăмпа – Маслёнок

Çăка – Липа

Çÿлевĕç – Рысь

Хура хурлăхан – Черная смородина

Хыр кăмпи – Рыжик

Ăвăс – Осина

Пăши – Лось

Шурлăх çырли - Клюква

Ăвăс кăмпи - Подосиновик

Хурăн – Берёза



Грамматика пайĕ çине куçса иртнĕ причасти пулăвне таблицăпа усă курса аса илесси. «Йăлăм вăрманĕ» текстăн 3-мĕш абзацне вуласси, иртнĕ причастисен пулăвне ăнлантарасси. (17слайд)





Аффиксем

Пурлă форма

Çуклă форма

Иртнĕ причасти

-нă(-нĕ)

Кур-нă

Итле-нĕ

Кур-ма-н

Итле-ме-н



4.Пĕтĕмлетни.

«Йăлăм вăрманĕ» кластер тăвасси, кĕске содержани каласа парасси. (16слайд)

2012çулта кĕркунне пирĕн шкул «Канаш лесничествипе» килĕшÿ тунă. Çав килĕшĕве пăхса вĕсем пире вăрманăн хăш-пĕр пайĕсене пăхса-сăнаса-сыхласа тăма шанса панă. Çавна май шкулта «Шкул лесничестви» ятпа пĕрлешÿ йĕркелесе янă. Ăна биологи вĕрентекенĕсем Николаева К.А., Кузьмина Н.И. ертсе пыраççĕ. Пирĕн класс(7г) ачисем те çав пĕрлешĕве кăмăлпах çÿреççĕ. Мĕн ĕçлеççĕ, мĕн çĕнни илеççĕ, мĕнпе кăшт мухтанма та пултараççĕ, çавăн çинчен каласа парĕç халь вĕсем.(Ачасем хăйсем кĕркунне Ара çырми тăрăх 400 çăка, 100 хыр лартни çинчен; кайăксем валли сырăшсем хатĕрлесе вĕсене хĕлле вăрмана кайса çакни çинчен презентации кăтартрĕç.)
5. Киле ĕç пани: Текст содержанине каласа пама, çĕнĕ сăмахсене ас туса юлма.

страница 1


скачать

Другие похожие работы:





Документы

архив: 1 стр.