NetNado
  Найти на сайте:

Учащимся

Учителям



Урок теми: «Александра Лазаревăн «Урок пуçланчĕ»


Димитриева Алевтина Геннадьевна

(Муркаш районĕ, Ярапайкассинчи

вăтам шкул)
«Александра Лазаревăн «Урок пуçланчĕ»» калавĕ тăрăх ирттернĕ урок» статьяна ăнлантарса пани
Предмет: чăваш литератури

Класс: 6

Урок теми: «Александра Лазаревăн «Урок пуçланчĕ»» калавĕ, хайлавăн тĕп шухăшĕ».

Александра Лазаревăн «Урок пуçланчĕ»» калавĕ

тăрăх ирттернĕ урок
Сапăрлăх тĕллевĕ: çыннăн çирĕп чун-чĕреллĕ пулмаллине, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿксен çухалса каймалла маррине ăша хывтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: калав сыпăкне илемлĕ вуласа ăнланма; ĕçсене, сăнарсене хак пама, пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси.

Аталантару тĕллевĕ: геройсен хăтланăвĕсен уçăмлă тата пытарăнчăк сăлтавĕсене, кăмăл-туйăмĕсене тарăнрах ăнланас пултарулăха аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, учителĕн палăртуллă вулавĕ, ачасен вулавĕ, тишкерÿ, тест, кластер, икĕ енлĕ дневник, пĕтĕмлетÿ.

Пуплеве аталантарасси: палăртуллă вуласси, вуланине туллин каласа парасси, героя хак парасси, вуланă сыпăка тишкересси.

Словарь ĕçĕ: чăлкăм куç хупман, чĕри пăчăртанса илчĕ, шыв сыпнă пек.

Урока кирлĕ хатĕрсем: А. Лазарева портречĕ, унăн кĕнекисем, ачасем валли хатĕрленĕ презентаци.

Урок эпиграфĕ: «Тунă йăнăша çийĕнчех тÿрлетме пĕлес пулать» (Ват. сăм.)

Урок юхăмĕ

  1. Иртнĕ урокра тата килте вуланă сыпăксен содержанине тишкерни (10 минут).

Учитель сăмахĕ:

- Сывлăх сунни.

- Ачасем, эпир сирĕнпе хамăр ентешĕмĕрĕн Александра Лазаревăн «Урок пуçланчĕ» калавĕпе, тĕп сăнарпа – Олегпа Раслановпа паллашрăмăр.

- Паянхи урокăн теми: Александра Лазаревăн «Урок пуçланчĕ»» калавĕн тĕп шухăшĕ. Урокăн эпиграфĕ: «Тунă йăнăша çийĕнчех тÿрлетме пĕлес пулать».

- Урокăн тĕллевĕсемпе паллаштарни.

- Халĕ эпир сирĕнпе «Хайлава лайăх астăватăр-и?» тест ирттерĕпĕр. Вăл сире вуланине аса илме, мана вара эсир хайлава мĕнле ăнланнине тĕрĕслеме май парĕ.

- Тест. (Ыйтăвĕсем кашни ача умĕнче)

- Тетрадьсене пĕр-пĕринпе ылмаштарса тĕрĕслесси. Килте çырнă ансăр плана тишкерни.

2. Текстпа малалла ĕçлени (12 минут).

2 а. Учитель эпизода палăртуллă вулани, вĕренекенсем рольсемпе илемлĕн вулани.

- Ачасем, кĕнекере 231 стр. эпизода тупатпăр, ман хыççăн йĕрлесе пыратпăр, унтан эсир рольсемпе малалла вулăр.

2 ă. Словарь ĕçĕ: учитель çак сăмах майлашăвĕсене ăнлантарать: чăлкăм куç хупман – çывăрман, чĕри пăчăртанса илчĕ – ыратса кайрĕ, шыв сыпнă пек – чĕнмест, калаçмасть.

2 б. Ыйту-хурав йĕркипе ĕçлени.

- Ыйту-хурав: Олега киле таврăнма мĕншĕн йывăр пулчĕ? Амăшĕ Олега мĕнле ăс парать? Олег хăйĕн йăнашне тÿрлетме хатĕр-и? Олега ачасем каçарчĕç-ши?

Ачасен хуравĕсем

2 в. Калава уйрăм эпизодсене уйăрни, вĕсене ят пани.

Учитель сăмахĕ:

- Халĕ текстпа ĕçлетпĕр. Калава мĕнле уйрăм эпизодсем çине уйăрма пулать- ши?

Ачасен хуравĕсем

- Ачасен хуравĕсене пĕтĕмлетсе тетрадьсем çине çырни (1. Шкулта. 2. Килтен тухса кайни. 3. Олегпа Ехрем мучи çул çинче. 4. Ватă çын патĕнче. 5. Олегпа амăшĕн калаçăвĕ. 6. Шкула таврăнни. 7. Çыру.)

2 г. Физкультминутка.

3. Хайлаври героя хак пани (8 минут).

Учитель сăмахĕ:

- Ачасем, халĕ хайлаври тĕп сăнара – Олега кластер мелĕпе характеристика парăпăр.

- Ачасемпе пĕрле кластер туни. (Ачасем пĕрин хыççăн тепри доска умĕнче ĕçлеççĕ.)



Учитель сăмахĕ:

- Ачасем, Олег хăйĕн йăнăшĕсене çийĕнчех тÿрлетмен пулсан калав мĕнле вĕçленме пултаратчĕ-ши?

Ачасен хуравĕ:

- Тĕрĕс шухăшлатăр. Паянхи урокăн эпиграфĕ те сирĕн шухăшпа пĕр килет.

- Хайлавăн тĕп шухăшĕ тата ăна мĕншĕн «Урок пуçланчĕ» тесе ят панă? Мĕнле урок çинчен ĕç пырать? (Хайлавăн тĕп шухăшĕ – çыннăн хăй тунă йăнăшсене вăхăтра ăнланса илсе вĕсене тÿрлетме пĕлмелле, кÿрентернĕ çынсенчен каçару ыйтмалла. Пурнăç урокĕ пуçланни çинчен каланă.)

4. Хайлав текстне тишкерни (10 минут).

4 а. Хайлавра автор усă курнă мелсене палăртни.

Учитель сăмахĕ:

- Калава çырнă чухне автор мĕнле мелсемпе усă курнă?

- Учитель мелсене пĕтĕмлетсе калани: повествовани (каласа пани), сăнлав (описании), диалог, монолог.

4 ă. Текста ăнланса тишкерни.

Учитель сăмахĕ:

- Ачасем, калав текстне ăнланса тишкерме эпир икĕ енлĕ дневник çыратпăр.

- Икĕ енлĕ дневник çырни.

Хайлаври цитатăсем

Эпĕ çапла шутлатăп

«Шăп мотор кĕрлеме тытăннă самантра мал енчен темле ар çын шлепкипе сула-сула кабина умне чупса çитрĕ.»

Автобус водительне чарăнма ыйтать

«Олег васкасах ун çумне пырса ларчĕ те ăна хăйĕн хул пуççийĕ çинелле тайăнтарчĕ.»

Старик ÿкесрен Олег хăрать

«Пулнă çав! Пулнă манăн! Эсир пĕлместĕр ăна! – тата ытларах нĕшĕклерĕ Олег.»

Олег хăй йăнăшĕсене ăнланса илет, намăсланать. Чунĕ кÿтсе çитнине çапла палăртать. Çакна кăшкăру паллиллĕ предложенисем палăртаççĕ.

«…ăшри вутпа пурăнма йывăр»

Чун-чĕре ыратнине, асапланнине çапла кăтратать.

«Олег пит-куçĕ вут пек пĕçерсе кайрĕ»

Кун пек çыру кĕтмен вăл, хăй пирки каллех усал сăмахсем итлеме хатĕрленет.

5. Хайлав содержанине план йĕркипе пĕтĕмлетни (4 минут)

-Ачасем, хайлав содержанине план йĕркипе мĕнле пĕтĕмлетнĕ пулăттăр? (1. Олег хăй йăнăшне ăнланмасăр килтен тухса кайни. 2. Ехрем мучи ачана йăнăшне ăнланса илме пулашни. 3. Олег – чăн-чăн шкул ачи, ашшĕ-амăшĕнчен, ачасенчен каçару ыйтни. 4. Хамăр йăнăшсен çийĕнчех ăнланса илсе тÿрлетмелли çинчен калани.) Çак хайлав епле пулма вĕрентет? (Ачасен хуравĕсем)

-Ачасем, пирĕн те пурнăçра чăн-чăн этем пуласчĕ. Пурнăçра йăнăшсем ан тăвăр, вăхăтра каçару ыйтма пĕлĕр, пĕр-пĕрне ан кÿрентерĕр.

-Урок вĕçленсе пырать. Эсир паян пурте питĕ маттур пултăр. (Ачасен ĕçне хаклани, паллăсем лартни.)

6. Киле ĕç – 3 вариантлă (ачасен пĕлÿ шайне кура) (1 минут):

1. «Тунă йăнăша çийĕнчех тÿрлетме пĕлес пулать» шухăшлав сочиненийĕ çырмалла.

2. Калавăн тĕп шухăшĕпе килĕшÿллĕ ваттисен сăмахĕсене çырса килмелле.

3. Калаври пĕр-пĕр эпизод тăрăх ÿкерчĕк тумалла.

Хушма материал

«Хайлава лайăх астăватăр-и?» тест ыйтăвĕсем
1. Олег шкул картишенчен тухсан ăçталла чупрĕ?

А) пахча хыçнелле

Ă) пĕве патнелле

Б) вăрман еннелле

В) уялла

2. Олег ашшĕ патне килнĕ çырура мĕн çинчен çырнă?

А) Олег стена хаçатне çурнине çырнă

Ă) Олег хĕр ачасене кÿрентернине палăртнă

Б) Олегăн ашшĕпе амăшне шкула чĕннĕ

В) Олег ашшĕне шкуа пыма хушнă

3. Олег кам патне кайма шутланă?

А) юлташĕ

Ă) асламăшĕ

Б) кукамăшĕ

В) пурте тĕрĕс мар

4. Олег автобусра кама тĕл пулнă?

А) никама та

Ă) кинемее

Б) палланă мучие

В) вăрçă инвалидне

5. Олег хăй йăнăшне мĕнле тÿрлетнĕ?

А) стена хаçатне çĕнĕрен кăларнă

Ă) ачасенчен каçару ыйтнă

Б) пурте тĕрĕс

В) пĕри те тĕрĕс мар

6. Хăшĕ тĕрĕс мар?

А) Акрунь кинемей Олега сиввĕн кĕтсе илнĕ

Ă) Шамыков ÿсĕрле Ехрем мучи килне пырса кĕнĕ

Б) Каччă чăтăмлăхне кура

В) Пурте тĕрĕс

7. Хăшĕ тĕрĕс?

А) Ку çырăва сирĕн пата Ефрем Егорович Ефремов ыйтнипе Шамыков çырать.

Ă) Чăхсем те вăранман пуль, эсĕ шкула килетĕн! – терĕ учительница.

Б) Хăравçăсем çеç хăйсен айăпĕнчен пăрăнма тăрăшаççĕ.

В) Класри ачасем Олега сырса илчĕç, унран ыйтса пĕлме тытăнчĕç.
Усă курнă литература

1. VI класри тăван литература урокĕсем: меслет кăтартăвĕсем/Н.Г. Иванова т.ыт. – Шупашкар, 2007




страница 1


скачать

Другие похожие работы:


Документы

архив: 1 стр.


Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.