NetNado
  Найти на сайте:

Учащимся

Учителям



Урок теми: Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман»


Информаци технологийĕпе усă курса ирттернĕ урокăн технологи картти

Чăваш литератури , 6-мĕш класс

Урок теми: Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕ тăрăх пĕтĕмлетÿ урокĕ

Сапăрлăх тĕллевĕ: Çирĕп чун-чĕреллĕ пулмаллине, шанчăка çухатмалла маррине ăнланса илме пулăшасси, йывăрлăхсене çирĕп кăмăллă çын çеç çĕнтерме пултарнине ăша хывтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси

Аталантару тĕллевĕ: Хайлаври тĕп сăнара вырăс литературинчи тата пурнăçри геройсемпе танлаштарса унăн чун-чĕре илемне ăнланса илме пулăшасси

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; ыйту-хурав, хайлаври эпизод тишкерĕвĕ, тишкернине символпа палăртни тата ăнлантарни, культурăсен çыхăнăвĕпе тата пурнăçри тĕслĕхпе усă курса «Пурнăç йывăçне» йĕркелени.

Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Культурăсен çыхăнăвĕпе тата пурнăçри тĕслĕхсемпе усă курса калава пĕтĕмĕшле тишкермелли хутăш урок.

Урока кирлĕ курăмлăх хатĕрĕсем хатĕрсем: И. Лисаев портречĕ, ачасем валли хатĕрленĕ презентации, «В. И. Дикуль» видиоролик, «Пурнăç йывăçĕ» ÿкерчĕк.

Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, интернет-ресурс

Урок тапхăрĕсем

Учитель ĕçĕ

Ачасен ĕçĕ

Вăхăт

Йĕркелÿ тапхăрĕ

Видиоролик пăхма сĕнни

Тĕллевĕ: ачасене пурнăçри тĕслĕхпе

паллаштарасси, урок теми патне илсе пырасси

Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарни

Видиоролик пăхни, ыйту çине хуравлани

5минут

Текстпа ĕçлени- тĕп тапхăр

Тест ирттересси, ыйтусемпе ĕçлеттересси, ачасен хуравĕсене хакласси, хайлаври пĕр сыпăка вулаттарасси, вуланă хыççăн ĕç сĕнни

Ачасем тест ыйтăвĕсем çине хуравлани, пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслени, ыйтусем çине хуравлни, сыпăка вулани, харпăр хăй шухăшне калани, вуланă сыпăк патне символ туни

20 минут

. Физкультминутка




Ачасем физкультминутка тăваççĕ

1 минут

Çирĕплетÿ тапхăрĕ

Учитель ачасене «Пурнăç йвăççи» ĕç сĕнни

Ачасем, доска умне пĕрин хыççăн тепри тухса йывăç çÿлçине татса пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшакан халал сăмахĕсемпе паллашаççĕ

4 минут

Культурăсен çыхăнăвĕ

А.Маресьева халалланă сăвăпа, ИКТпа усă курса В.Титовпа тата Б.Полевойпа паллаштарать.

Ачасем учитель панă ыйту сине хуравлаççĕ

10 минут

Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ.

Урока пĕтĕмлетсе ыйту парасси тата ачасен хуравĕсене хакласси. Ĕçшĕн тав тăвасси, оцекăсем лартасси

Учитель лартнă ыйту çине хурав параççĕ.

4 минут

Киле ĕç

Хайлав çырма сĕнни




1 минут

страница 1


скачать

Другие похожие работы:








Документы

архив: 1 стр.