NetNado
  Найти на сайте:

Учащимся

Учителям



Урок темипе тĕллевне пĕлтерни. Доска çинчи числона, темăн ятне ачасене тетрадь çине çыртарни



Урок юхăмĕ

I. Учитель сăмахĕ.

1. Ачасене сывлăх сунни.

2. Вырнаçса ларма сĕнни.

3. Вĕрентекен хăйĕнпе паллаштарни.

II. 1. Урок темипе тĕллевне пĕлтерни.

2. Доска çинчи числона, темăн ятне ачасене тетрадь çине çыртарни.

III. Мĕне литература ваййисем теççĕ? Литература ваййисем тесе шухăшлавлă ĕçе, пултарулăх тата çĕнтерÿ савăнăçне палăртнине калаççĕ. Тĕрлĕ вăйăпа тăван литературăпа мĕн вĕреннине аса илме тăрăшни.

IV. Вăйăсене тăватă ушкăна пайласа выляни:

1. Текста ăнланса палласа илме пулăшакан вăйăсем.

  1. Творчество тата литература интересĕсене аталантаракан вăйăсем.

  2. Ачасен пĕлÿ интересне аталантаракан вăйăсем.

  3. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли вăйăсем.

V. Ачасене спиокпа çурмалла пайласа икĕ ушкăна уйăрни.

1. Малтанах икĕ ушкăн валли майлаштарса лартнă партăсем хушшине ачасем вырнаçса ларни.

2. Кашни ушкăн хăйĕн чăвашла ятне шутласа тупни.

3. Ушкăнсен ячĕсене доска çине çырни.

VI. Вăйăсен йĕркине ăнлантарни:

1. Вăйăри ĕçĕн хуравне чи малтан алă çĕклекене калама ирĕк пани.

2. Кашни тĕрĕс хуравшăн ушкăн пĕр жетона тивĕçни.

3. Вăйă вĕçленсен ушкăнри жетонсен шучĕпе ачасен ĕçĕсене хаклани.

VII. Вăйă пуçланни.

1. Текста ăнланса паллама пулăшакан вăйă.

Пĕрремĕш вăйăРифма тăрăх сăввине туп!

…………………………………çын-çынах,

………………………………… пулмĕ ют.

………………………………….çав-çавах:

……………………………............. ан сут!

Сăввăн ятне каласан 1 жетон, авторне каласан тепĕр жетон илме май пур. Çак çаврана пăхмасăр калакан та 1 жетон илĕ.

Тем тесен те çын-çынах,

Уншăн ним те пулмĕ ют.

Манас марччĕ çав-çавах:

«Ан вĕлер, ан суй, ан сут!»

(Хурав: «Ан вĕлер, ан суй, ан сут!», авторĕ – Анатолий Смолин).

Сăввăн пĕлтерĕшĕ – çынна хисеплемелле, суйма, вăрлама юрамасть, пĕр-пĕрне пулăшма пĕлмелле.

2. Творчество тата литература интересĕсене аталантаракан вăйăсем.

Иккĕмĕш вăйăГлаголсемпе çеç!

1) Хайлав содержанийĕнчи глаголсене çеç вуласа памалла та ачасен хайлава палласа илмелле, жанрне, авторне каламалла: пырса, каять, йăтса, курах каять, çĕклет, чĕнет, сехĕрленсе ÿкет, чĕтресе, ан пĕтер, ан пĕлтер. (Хурав: «Хăравçă Мулкач» юптару, авторĕ Александр Кăлкан).

Юптарăвăн пĕлтерĕшĕ – халăх пурлăхне çаратакан çынсемпе хăрамасăр кĕрешме чĕнет.

Виççĕмĕш вăйăСăпатлантарусенчен палла!

2) Хайлав содержанийĕнчи сăпатлантарусене çеç вуласа памалла та ачасен хайлава палласа илмелле, жанрне, авторне каламалла: çил вĕрет, вăрман кашлать, Хĕл Мучи хыпашлать, çил ачисем чупкаласçĕ, хăрăк туратсене хуçкалаççĕ, юманĕ тавлашать, аллисемпе сулкалашать, тăрмашать, чăрăшĕ авкаланать, уйăх шуса тухать, ылтăн-кĕмĕл пĕрчи тăкать. (Хурав: «Хĕл илемĕ» сăвă, авторĕ Илле Тукташ).

Сăввăн пĕлтерĕшĕ – çут çанталăкăн хĕллехи илемне курма, хаклама вĕрентет.

Çак сăвва Аристарх Орлов-Шуçăм композитор кĕвве хывнă. Ăна Мефодий Денисов паллă юрăç юрлать.

3) Эпир те юрласа пăхăпăр çак юрра. Стена икĕ енне вырнаçса тăрăпăр та экран çинчи юрă сăмахĕсене пăхса пурте юрлăпăр.

Хĕл илемĕ

Сăвви Илле Тукташăн, кĕвви Аристарх Орлов-Шуçăмăн

Вăш-вăш, вăш-вăш ай çил вĕрет,

Каш-каш, каш-каш вăрман кашлать.

Шур сухаллă Хĕл Мучийĕ

Питрен-куçран ай хыпашлать.

Ух! шеремет.

Çил ачисем сиккипеле

Кĕртсем тăрăх чупкалаççĕ,

Мĕн пур хăрăк туратсене

Турта-турта хуçкалаççĕ.

Шарт! тутараççĕ.

Армак-чармак ват юманĕ

Шухă çилпе ай тавлашать,

Чĕрик-чĕрик чĕриклетсе

Аллисемпе ай сулкалашать.

Ух! тăрамашать.

Ешĕл тумтирлĕ чăрăшĕ

Вăш-вăш çилпе авкаланать,

Шап-шур пĕркенчĕк юр çине

Кĕмĕл укçа ай сапалать.

Их! сапалать.

Тулли уйăх пĕлĕт çине

Хуллен-хуллен шуса тухать.

Лăпкă-лăпкă ялсем çине

Ылтăн-кĕмĕл пĕрчи тăкать.

Эх! тăкать.

Ачасене вырнаççа ларма сĕнни.

VIII. Кăшт канса илме хĕл илемĕпе çыхăннă «Юр çăвать» юрă итлесе пăхар. Юрра тимлĕ итлени сире тепĕр вăйăра кирлĕ пулĕ. Сăввине Николай Сандров, кĕввине Анатолий Никитин çырнă. «Шевле» ушкăн юрлать. (Юрă янăрать).

Тăваттăмĕш вăйăХăшĕн хитререх!

Эпир хĕл илемĕпе çыхăннă юрăсемпе паллашрăмăр. Халĕ «Хĕл илемĕ» темăпа кашни ача хăй тетрачĕ çине сочинени çырмалла. Хăшĕн хитререх пулнине кашни ушкăнран пĕрер ача вуласа парсан пĕлĕпĕр. Сире пулăшакан сăмахсем – экран çинче. Вĕсем виçĕ пайран тăраççĕ.



Япала ячĕсем



Паллă ячĕсем


Глаголсем


хĕл

ăшă

тăрать




сивĕ

чĕпĕтет




хаяр







шартлама







çил-тăманлă




юр

кăпăшка

вĕçет




çăмăл

çăвать




йăлтăркка

кăчăртатать

çил

лăпкă

вĕрет




вичкĕн

кастарать


Ачасем сочинени çырнă вăхăтра лăпкă кĕвĕ янăрать (Маргарита Гурьевăн «Шăннă чечексем» кĕвви). Кĕвĕ пĕтсен çырса пĕтернĕ сочинение кашни ушкăнран пĕрер ача вуласа пани.

  1. Ачасен пĕлÿ интересне аталантаракан вăйăсем.

Пиллĕкмĕш вăйăЛитература задачи.

1) Мăшăрпа панă сыпăксенчен вĕреннĕ çыравçăсен хушаматне пĕрлештермелле те каламалла:

  1. Т А Ш – Т У К (Тукташ)

  2. П И – Э Л (Элпи)

  3. К А Й – Т У Р (Туркай)

  4. К А Н – К Ă Л (Кăлкан).

Экран çине çыравçăсен тĕрĕс хушамачĕсене кăтармалла: Тукташ, Элпи, Туркай, Кăлкан.

Улттăмĕш вăйăСăнара палла!

2) Ку хайлава «Çынна сума сăвакан хăй те сумлă пулакан» пайран илнĕ. Учитель çак сыпăка вуласа парать. Ачасен вуланă сыпăкри сăнара палласа илмелле те каламалла.

«Ирсерен пит çăвассинчен йывăр ĕç çук пулĕ уншăн. У-ух! Шывĕ сивĕ. Çăвăнма пуçличченех çÿçентерет.

Кашни ирех вырăн çинчен тăрсан çăвăнмалла, шăл тасатмалла, апат çимелле. Питĕ кичем ĕç. Анчах мĕн тăвăн? Ыйхăран уçăлман куçсемпе сĕтел хушшине ларма кăмăллах мар ĕнтĕ.

Асламăшĕ вара шавах хистет:

- Çи, мăнукăм, çи, пепкем…

Тепĕр чухне ачин ырханкка çан-çурăмĕ çине пăхса пăшăрханать вăл, ассăн сывласа ярать:

- Мĕнле имшеркке эсĕ!...»

(Хурав: Юра сăнарĕ. Антип Николаевăн «Юра асламăшĕ» калав).

4. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли вăйă.

Çиччĕмĕш вăйăМăшăрне туп!

Тÿр кĕтеслĕ карточкăсене варринчен пайланă. Унăн икĕ пайне те пĕр хайлаври сăнарсен ячĕсене çырнă. Касăксене пăтраштарса конверта чикнĕ. Вылякансен конвертри касăксен мăшăрĕсене тупмалла.


Толя



Вера
1) Валентина Элпин «Аппапа пĕрле» калавĕ.




Толя



Кукамай

2) Лидия Саринен «Кукамай» калавĕ.




Юра



Асламăшĕ

3) Антип Николаевăн «Юра асламăшĕ» калавĕ.




Фёдор Павлович



Петтюк

4) Иван Ахратăн «Юрлакан кĕленчесем» калавĕ.



IX. «Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн» девизпа вăййăсенче ĕçленине кластер туса пĕтĕмлетни: вăйă.
Кластер

X. Жетонсене шутласа ачасен ĕçĕсене хаклани.





страница 1


скачать

Другие похожие работы:





Документы

архив: 1 стр.



Документы

архив: 1 стр.