NetNado
  Найти на сайте:

Учащимся

Учителям



Урок тӗсӗ: туплев ӑсталӑхне аталантармалли урок


Урок теми: Сывлӑх – чи хаклӑ мул.


Урок тӗсӗ: туплев ӑсталӑхне аталантармалли урок.
Сапӑрлӑх тӗллевӗ: ачасене сывлӑха упрамалли тата ҫирӗплетмелли правилӑсемпе паллаштарасси, сывлӑх, пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑнма вӗрентесси.
Пӗлӳ тӗллевӗсем: 1) ҫӗнӗ сӑмахсаемпе пуплевре усӑ курма хӑнӑхтарасси;

2) глаголсене тӗрӗс сӑпатра лартма вӗренесси (малалли).
Кирлӗ хатӗрсем:

1) Печников О.И., Печникова М.Н. «Чувашское слово: Учебник чувашского языка для 8 класса русской школы». – Чебоксары,2008.

2) Печников О.И. Вврӑс шкулӗн 8- мӗш класӗнчи чӑваш чӗлхи урокӗсем: меслет сӗнӗвӗсем. – Шупашкар, 2010.

3) «Халӑх шкулӗ», №2,№6. – 2012.

4) Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. –Вак жанӑрсем. 5 том.

5) Егорова Л.В. Ачасен пуплевне аталантармалли хӑнӑхтарусем: вырӑс шкулӗн IV - IX класӗсем валли, - Шупашкар, 2011.

Урок юхӑмӗ:


  1. Класа йӗркелесси, сывлӑх сунатӑп.

Калаҫу саманчӗ (слайдсем тӑрӑх ӗҫлетпӗр):

(вӗренекенсем укерчӗк ҫине пӑхса кам мӗн тӑвать ҫавна тухса ҫыраҫҫӗ)
Пӗтӗмлетсе хӑваратпӑр:


  • Япӑх ӗҫ тӑвакан ҫын тӗл тулчӗ –и ҫак ӳкерчӗк ҫинче?

  • Хӑш ӳкерчӗк тата мӗнле сӑмах ҫыртӑмӑр ?

  • Вӑл мӗнле япӑх ӗҫ тӑвать ?

Ҫак пӗтӗмлетӳ ачасем пирӗн паян урок теми пулать.
а). Ҫӗнӗ урок темипе паллашатпӑр.
«Сывлӑх - чи хаклӑ мул» (слайд)
Паян урокра сывлӑх ҫинчен калаҫӑпӑр. Сывлӑх ҫыншӑн чи хаклӑ мул пулнине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетӗпӗр.


б). Ҫӗнӗ сӑмахсем: (слайд)

табак туртакан – курильщик

хӑват – сила, чудо

кӳр(ет) – приносит

хавша – ослабеть, слабеть

туя – посох

тапӑн – напасть

сиен – вред
Кӗнекери «Ӑслӑ сӑмахсӗм» текспа ӗҫлетпӗр:

  • вуласа паратӑп, ачасем итлесе лараҫҫӗ (аудирование), хӑйсем тӗллӗн тепре вуласа тухаҫҫӗ;

  • пӗр вӗренекен мӗн ӑнланнине вырӑсла каласа парать, ытти ачасем хушса калама пултараҫҫӗ.


Ыйту: Юлашкинчен ватӑ ҫын мӗнле пӗтӗмлетӳ патне илсе ҫитерет?

(Слайд – курильщик)
Учитель сӑмахӗ – «Халӑх шкулӗ» №2, 2012.(сообщение)
III. Ҫыру ӗҫӗ.


  1. Предложенисене вӗҫлӗр (слайд)


а) Сигарет туртни ҫын сывлӑхӗшӗн … б) Кӗсье телефонӗпе нумай калаҫма …, пуҫ ыратма пуҫлать. в) Шӑл тухтӑрӗ патне кашни ҫур ҫултан … г) Апата вӑхӑтра тата виҫеллӗ…

Слова для справок: ҫимелле, юрамасть, сиенлӗ, ҫӳремелле.

IV. Кану саманчӗ.

1,2,3,4

Физзарядка тумалла.

5,6,7,8

Пирӗн вӑйлӑ пулмалла.



  1. Укажите правильные утверждения (графика диктантчӗ)


1)Сывлӑха ачаран ҫирӗплетмелле. 2)Апата кунне пӗрре ҫисен ҫителӗклӗ. 3)Ӗҫке пула сывлӑх пӗтет. 4)Ларса ӗҫлени сывлӑхшӑн усӑллӑ. 5)Компьютер куҫа ывӑнтарать. 6)Апата вӑхӑтра тата виҫҫелӗ ҫимелле. 7)Уҫӑ сывлӑшра час-часах ҫӳреме тӑрӑшмалла. 8)Ҫынсене кӳрентермелле мар. 9)Хӗвелте нумай ҫӳреме юрамасть. 10)Эрех, сӑра ӗҫни чӗрешӗн усӑллӑ. 11)Пӳлӗме час-часах уҫӑлтармалла. 12)Апата тӑвар ытларах яма тӑрӑшмалла.



1.

2.

3.

4.

5.

6.

7.

8.

9.

10.

11.

12.

да

.




.




.

.

.

.

.




.




нет




.




.
















.




.


3.Ваттисен сӑмахӗсене пӗрлештерӗр, вырӑсла куҫарӑр.
Сывлӑх пулсан ӗмӗрлӗх.

Сывлӑха сывлӑхпа мухтан.

Сывлӑх сывлӑх пӗрре.

Чирпе ан мухтан пурте пулать.

Мул нумай укҫа парса илеймӗн.

VI . Пӗтӗмлетӳ, ачасен ӗҫне хаклани.
Урока эпӗ Я.Г. Ухсай сӑввипе вӗҫлесшӗн, (слайд).
Ҫирӗп сывлӑх кирлӗ

Пурнӑҫра пире

Чи малтан ҫакна ту:

Сыхла ӳт-тире.

Аллуна, пите ҫу,

Тап-таса тумлан;

Час-часах шыва кӗр,

Вӑхӑтра эс кан.

(Я. Ухсай)

страница 1


скачать

Другие похожие работы:


Документы

архив: 1 стр.


Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.

Документы

архив: 1 стр.