NetNado
  Найти на сайте:

Учащимся

Учителям



1. +нлантару ёыр=в\


1. +нлантару ёыр=в\



- Вулавпа вĕренÿ урлă илемлĕх ăнкарăвне, тěрěслěх туйăмне аталантарасси, илемлě сăнарпа сăнарлăх пěлěвне туйма, хаклама хăнăхтарасси, çыхăнуллă шухăшлава тарăнлатса пырасси

- чăваш халăх сăмахлăхĕпе çыруллă сăмахлăх хайлавĕсен чи паха тĕслĕхсемпе паллаштарасси

- хайлавсенче пурнăç пулмěсем мěнле палăрнине хаклама хăнăхтарасси

- ачасене ÿнерсен тата смах ÿнерěн пулăмěсене тěрěс ăнланма, ăша хывма вěрентесси


Вĕрентÿ тĕллевĕсем:

  • сапăрлăх

  • пĕлÿ

  • аталантару

Илемлě хайлавпа паллаштарнă май ачасен кăмăл-туйăмне аталантармалла, халăх этикипе халăх педагогики çине таянса вěсен ăс-тăнěнчи сăпайлăха, çураçулăха упраса хăвармалла;

- ачасене вулама, вуланине ăнланма, сăнарсене хак пама, жанрсене, литература теорийĕн ансат ыйтăвĕсене пĕлме, вĕсем пурнăçа мĕнлерех çутатнине чухлама хăнăхтарса çитермелле*

- илемлĕ хайлавăн тишкерĕвĕпе çыхăннă ăнлавсемпе паллаштармалла% хайлав теми* литература геройĕ, унăн характерĕ (ĕçĕсем, хăйне мĕнле тытни, сăн-сăпачĕ, пуплевĕ, шухăшĕ-кăмăлĕ)* автор, характеристика, илемлĕ пайрăмсем* сюжет (хайлаври ĕç-пуç, сăнланнă çынсем, пейзаж, интерьер)* пуплеве илемлетекен мелсем* пафос (хавха)* прозăллă тата сăвăллă пуплев*


Вĕрентÿ предмечĕн

(курсĕн) задачисем

Пěтěмěшле вăтам пěлÿ паракан шкулти 5 класс ачисем тěрлě шайлă пěлÿллě. Висе ялтан çÿреççě. Чăваш литература сехет шуче базислă плана пăхăнса тăрать. Сехетсен шучĕ - 85 сехет. Пĕрремĕш чĕрĕкре эрнере пĕр сехет, иккĕмĕш тата виççĕмĕш,тăваттăмĕш чĕрĕксенче виçĕ сехет . Суйласа илнě концепци аяларах панă документсенче паларать:

- стандарт: Федеральный компонент государственного стандарта общего образования. Ч.II. Среднее (полное) общее образование / Министерство образования и науки Российской Федерации. - М.2004.

Государственные образовательные стандарты начального общего, основного общего, среднего (полного) общего образования в Чувашской Республике. Национально-региональный компонент.- Чебоксары,2007.

- программа: Чăваш литератури программи: чăваш шкулěн 5-11класěсем / З.С.Антонова, Н.Г.ГИванова, В.П.Никитин (Станьял)._ Шупашкар, 2003.

- учебник: Тăван литература: Вěренÿпе вулав кěнеки. 5-мěш класс валли


Вĕрентÿ материалĕнче

вĕренÿ учрежденийĕн уйрăмлăхне, вĕренекенсен контингентне шута илнĕ концепци

Чăваш литератури программи кашни урок тĕллевне, урок тĕсĕсене, учитель усă куракан мелпе меслетсене, ĕç мелĕсемпе ачасен пĕлĕвне хакламалли тĕрĕслемелли мелсене палăртман. Ĕç программинче вĕсене тĕплĕн палăртнă.

Чăваш шкулĕн 5-мĕш класне тĕн вĕрентĕвне кĕртнĕ май 1-мĕш чĕрĕкре тăван литература урокĕсем эрнере 1 сехет çеç,Çавна май 5-мĕш класра тăван литературăн 27 сехетĕнчен 17–шĕ тĕн урокĕсем, литература урокĕсем вĕрентме 10 сехет юлать. Пĕрремĕш чĕрĕк материалне (Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви; З.С. Антонова, Н.Г. Иванова, В.П.Никитин хатĕрленĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,2003;»Тăван литература, 5-мĕш классĕн вĕренÿпе вулав кĕнеки/ Н.Г.Иванова, Ф.А.Матвеева,П.Н.Метин пухса хатĕрленĕ.- Шупашкар,Чăваш кĕнеке издательстви,2005) вĕрентме сехетсене çакнашкал пайлама сĕннĕ,








Пулнă

сехетсем

Миçе

сехет хăвар-

малла

1

Сăвă-юрă янăрать юрлама пĕлсен кăна!

2

1

2

Сахал сăмахпа та нумай калама пулать

3

2

3

Халап хапха тăрринче, хам урхамах çийĕнче

1

0

4

Юмах юплĕ – хÿри кукăр

5

1

5

Юмах ятăм юптартăм, пĕр сăмах та суймарăм. К.В.Иванов «Икĕ хĕр», «Тимĕр тылă»

2

1

6

Тăван кил – ылтăн сăпка

2

1

7

Чĕр чунсем – пирĕн туссем

2

1

8

Вăйли çук та этемрен

4

1

9

Ырă çын пуласси ачаран паллă

4

1

10

Ĕç çынна илем кÿрет

2

1




ОРК и СЭ

17





Шкулти ачасен пĕлÿ шайне кура хатĕрленĕ программăна улшăнусем кĕртнĕ.

Хайлавсене вуласа вĕренме – 64 сех. вырăнне 52 сех.

Пуплеве, сăвă вулав ăсталăхне аталантарма - 25 сех. вырăнне 21 сех.

Килти вулава йĕркелеме - 13 сех. вырăнне 12 сех.

Учитель хатĕрленĕ ĕç программипе чăваш литератури программи хушшинчи уйрăмлăх

Ĕç мелěсем (формăсем) тěрлěрен:

пěтěм класпа

ушкăнпа

пěчěк е пысăк ушкăнпа

уйрăммăн

харпăр хăй тěллěн

иккěн


Вĕрентÿ формисем

- репродуктивлă меслет;

- творчествăллă вулав меслечě;

- шырав-тěпчев (эвристика) меслечě;

- вăйă;

- ача пултарулăхěн шайне пěлсе вěрентмелли технологи;

- модуль ;

- ИКТпа ěçлесси;

- ИНСЕРТ;

-проект


Вĕрентÿ технологийĕсем

Шухăшсене йěркелесе çырни, илемлě вулав, текста тишкерни, цитатăллă тата анлă план туни, рольсемпе вулани тата выляни, ăнлантаруллă вулав, харăссăн калани е вулани, пěчченшерěн е пěрин хыççăн тепри вулани, вуланă текста тěрлě сăпатран каласа пани, çыхăнуллă текстсене ăнланса итлени, çурма сасăпа вулани, пěр-пěрин вулавне итлесе çитменлěхсене палăртни, йăнăшсене тÿрлетни, тÿрě пуплевлě предложенисене кирлě пек вулани, сăмахлă ÿкерчěк туни, текста малалла тăсни, калава инсценировкăласа лартни, кěске изложени çырни, панă ыйтăвăн хуравне тупни, тавлашăва хутшăнни, илемлě текста пěтěмěшле тишкерн Литература, ăслăлăх тата публицистика хайлавĕсене тĕрĕс те хăвăрт вулани. Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслени.

Илемлĕ литература хайлавĕсене е вĕсен сыпăкĕсене, вăл шутра пăхмасăр калама вĕреннĕ текстсене, тĕрĕс интонаципе уçăмлă вулани.

Сăмахсара çĕнĕ сăмахсем çырса пыни.

Эпика хайлавĕсене е вĕсен сыпăкĕсен содержанине (çавăн пекех çут çанталăка, кил-çурта сăнланине, геройсен портретне) туллин, кĕскен е суйласа илсе каласа е çырса пани (изложени).

Вĕреннĕ хайлав çинчен мĕн шухăшланине каласа пани.

Литература геройĕ çинчен панă ыйтусене хуравлани.

Пысăках мар эпика хайлавĕ е унăн сыпăкĕн, çавăн пекех вĕренÿ кĕнекинчи пĕр-пĕр текстăн планне туни.

Сăмах вĕççĕн ÿкерни. Калав çырни. Юптару тăрăх инсценировка хатĕрлени. Стена хаçатне заметка, хаçат-журнала корреспонденци çырни.

Илемлĕ литература хайлавĕсене, çав шутра драма хайлавĕсене те, рольсемпе вулани.

Вĕреннĕ хайлав çинчен харпăр хăй шухăшне каласа пани е сочинени çырни% ыйтăва туллин хуравласси, сăнарсене уйрăммăн, танлаштарса тата ушкăнласа характеристика çырасси.

Килте вуланă хайлав, курнă картина, кинофильмсем, телекурăм çинчен харпăр хăй шухăшне каласа пани.


Тĕрĕслев формисемпе хаклав тĕрĕслев мелĕсем

Çак вĕренÿпе методика комплекчĕ пирĕн республикăра пĕр вариантлă анчах, çавăнпа ăна суйласа илнĕ. Вăл ачасене лайăхрах вĕренме хавхалантарать, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарать. Традициллĕ вĕрентÿ мелĕсемпе çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсене пĕрле усă курни вĕрентÿ тĕллевĕсене туллин пурнăçлама май парать.

в\ренъ программине пурн=ёа к\ртме ёак методика комплектне м\нш\н суйласа илнине уёса (=нлантарса) пани


2. Календарьпе тематика планĕ


№п/п

Урок теми

Урок тĕсĕ

Вĕрентÿ

тĕллевĕ

Воспитани

тĕллевĕ

Курăмлăх хатĕрĕсем

Литература

теорийĕ

Словарь

ĕçĕ

Киле

валли ĕç

1.

Кÿртĕм урок. Илемлĕ

сăнарлăх тĕнчи

Паллашу

Кĕнекепе усă курма вĕрентесси*

Тăван литературăна юратма хистесси

«Тăван литература»

учебник* килти вулав

списокĕ* сочиненисемпе пултару ĕçĕсен списокĕ

Илемлĕ литература,

ăслăлăх литератури,

искусство

Жанр

пейзаж

персонаж

сюжет

«Вулавăш»

тетрачĕ

йĕркелемелле

8 стр. ыйтусем

2.


Ача-пăча сăмахлăхĕн

сăнарлă пуплевĕ.

Ансат вăйăсем

Илĕртмĕш такмак

Паллашу,

аса илÿ,

вăйă урок


Ача-пăча сăмахлăхĕн сăнарлă пуплевне туйма вĕрентесси*

сăвăллă пуплевĕн кĕвĕлĕхне палăртасси

Сăнлăхлă-сăнарлă, ытарлă калаçу чĕлхине туйса илме, аталантарма вĕрентесси

Тăван чĕлхе пуянлăхне туйма вĕрентесси

"Ача –пăча сăмахлăхĕ"

хрестомати

«Тăван литература»

учебник


Ача-пăча сăмахлăхĕ

Сыпăк

Пусăм (ударени)

сÿре

кăвас

Алăри пÿрнесене ÿкерсе

сăрламалла

3

Чĕнÿ-йыхрав сăвви-юрри,

сыпăнуллă

(хутлам) сăвă-юрă

Паллашу

Ача-пăча сăмахлăхĕн сăнарлă пуплевне туйма вĕрентесси* сăвăллă пуплевĕн кĕвĕлĕхне палăртасси

Тăван чĕлхе пуянлăхне туйма вĕрентесси

"Ача –пăча сăмахлăхĕ"

хрестомати

«Тăван литература»

учебник

Сăнарлă пуплев

Турчăка, чĕрес,пекĕ, анчăк, вучах

Чĕнÿ-йыхрав

сăвви-юрри

çырса килмелле

4

Пĕтĕмĕшле ыйтусемпе

ĕçлени. Ача-пăча сăмахлăхĕнчи сăнарлă пуплев

Аса илÿ, тишкерÿ урокĕ

Ача-пăча сăмахлăхĕн сăнарлă пуплевне туйма вĕрентесси*

Тăван чĕлхе пуянлăхне туйма вĕрентесси

"Ача –пăча сăмахлăхĕ"

хрестомати

«Тăван литература»

учебник

Сăмахлăх

Ăсталăх,

фантази

Концерт кăтартма хатĕрленмелле

5

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси.

Вăйă урок

Ача-пăча вăййисене выляма хăнăхасси. Вăйăсен пĕлтерĕшне уçса пама вĕрентесси

Тăван культурăна асра тытма, ăна ăруран ăрăва аталантарма хистесси

«Ача-пăча вăййисем» кĕнеке, 5 кл. учебникĕ

Сăнарлăх, хупă тата уçă

сасăсен кĕвĕлĕхĕ




«Манăн юратнă вăйă» хайлав çырса килмелле

6

Килти вулав урокĕ

Калаçу урокĕ

Ача-пăча сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсемпе паллаштарасси

Тăван культурăна асра тытма, ăна ăруран ăрăва аталантарма хистесси

"Ача –пăча сăмахлăхĕ"

хрестомати

«Килти вулав кĕнеки»

5 класс

Сăнарлă пуплев

Матяк,

хăнкăрма

Концерт кăтартма хатĕрленмелле

7

Йăла уявĕсен сăвви-

юрри тата

вĕсен сăнарлăхĕ

Паллашу

Йăла поэзийĕнчи сасăпа сăмах янăравлăхне,илемлĕхне туйма вĕрентесси

Халăх йăли-йĕркине пĕлме, асра тытма хистесси

"Ача-пăча сăмахлăхĕ"

хрестомати

«Тăван литература»

учебник

Ритм, сыпăк, пусăм

Сурхури

çăварни,йăва,

хултăрчă, сăхман

Сурхурипе

çăварни çин-

чен хайлав

йĕркелесси

8

Ваттисен сăмахĕсем

Паллашу,

аса илÿ,

шырав

Ваттисен сăмахĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илесси, ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшĕсене

уйăрма вĕрентесси


Ваттисен сăмахĕсем

ĕçе, халăха, çĕр-шыва юратма, туслăха, чыспа тивĕçе упрама, ултавпа суяна питлеме, кахалпа тÿрккеслĕхе тиркеме вĕрентесси* ваттисем каланă пек пурăнма ĕмĕтлентересси

"Ача-пăча сăмахлăхĕ"

хрестамати

«Тăван литература»

учебник

Тематика

Дидактикăлăх (ăс пани)

Эртел

Сума су

Сумлă, тату

Тарават

ÿркен, ÿлĕм

10-15 ватти-

сен сăмахĕ

пăхмасăр

вĕренмелле

9

Тупмалли юмахсем

Сăнавсемпе паллăсем

Аса илÿ, шырав, сăнав

Тупмалли юмахсем çивĕч ăс-пуçлă, тавçăруллă пулма, шухăшлама вĕрентнине кăтартса парасси

Сăнавсемпе паллăсенчи илемлĕхе, вĕсен çивĕчлĕхĕпе ытарлăхне, кĕвĕлĕхне курма вĕрентесси

Ачасен тавçăрулăх туйăмне аталантарас тĕлĕшпе çут çанталăкри япаласемпе пулăмсене сăнама хăнăхтарасси*коллективизма аталантарас шутпа тупмалли юмахсен тупсăмĕсене ушкăнпа выляса туптарасси

"Ача-пăча сăмахлăхĕ"

хрестомати

«Тăван литература»

учебник, çут çанталăка сăнлакан ÿкерчĕксем

Тупмалли

(сутмалли) юмах

Тĕн-тĕшмĕш


Алтакки кунĕ

Илен

Сăпас

Пĕр-пĕр сăнав

тăрăх кĕске

калав çыр-

малла

10

Килти вулав урокĕ

Паллашу калаçу

Ял-хуçалăх ĕçĕсене сăнлакан тупмалли юмахсене, сăнавсемпе паллăсене тишкересси

Çут çанталăка сăнама, унăн илемĕпе улшăнăвне курма вĕрентесси

"Ача-пăча сăмахлăхĕ"

хрестомати




Пухра, кашлич,кĕреке

Ыйтусемпе

ĕçлесси

11

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси ( 37 стр. 7-мĕш ыйту)

Çыру

Ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшне калавласа уçса парасси* ваттисен сăмахĕсемпе пуплевре тĕрĕс, сочиненисемпе изложенисем çырнă чухне усă курма вĕрентесси

Туслăн, килĕштерсе ĕçлеме, пурăнма хавхалантарасси* ваттисене итлеме вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник

"Ача-пăча сăмахлăхĕ"

хрестомати

Калав

Шăм-шак сурать

37 стр. 7-мĕш

ĕçе тетраде

куçарса çырса

илмелле

12

Чĕр чунсем çинчен

хайланă юмахсем

Тилĕпе ула такка

Произведени текстне тишкермелли хутăш урок

Илемлĕх мелĕсене туптарасси, сăнаттарасси* ачасене чĕр чунсем этемле сăнланнине туйтарасси

Ĕçе юратма, çын ĕçне хаклама, ĕçе ырă ĕçпе тавăрма вĕрентесси

"Тилĕпе ула такка" юмах

«Тăван литература»

учебник, тилĕпе ула такка ÿкерчĕкĕсем,

Литература сăнарĕ

Диалог

Тĕп герой

Пусă, алт, пичкери квас, пасар, хăшкăлнă, йĕтем, ясмăк, тăпач,вĕшле йытă, акар йытă

Юмах содержанийне уçса паракан ÿкерчĕк тумалла

13


Асамлă юмахсем.

Сарă кун çĕр-шывĕнче

Вулав, паллашу

Асамлă юмахри асамлă япаласен пĕлте-рĕшне ăнлантарасси

Асамлă юмахри ĕçсен йĕркине асăрхама вĕрентесси

Ватăсене хисеплеме, вĕсене пулăшма хистесси

Ăс тени яланах кирлине ăнлантарасси

"Сарă кун çĕр-шывĕнче"

юмах

«Тăван литература»

учебник

Мĕн вăл асамлă юмах;

«Пил» сăмах мĕне

пĕлтерет;

Хăлаç,пил, хăртнă,

хăртнăра

Хăртнă, хăртнăра

Вуласа пĕтермелле, ыйтусемпе ĕçсем

53-54 стр. ыйтусем

14

Йăла юмахĕсем.

Ăслă хĕр

Произведени илемне вĕренмелли урок

Хайлаври тĕп шухăша тупма вĕрентесси

Ăслă пулма, тавçăру-

лăха аталантарма тăрăшмалла% ăслă çынна чура тăваймăн

Ăслă хĕр"юмах

«Тăван литература»

учебник

Йăла юмахĕ

Атма

хулăм

Юмаха роль-

семпе вулама

вĕренмелле

15

Килти вулав урокĕ

«Ух старик» юмах

Произведени текстне тишкермелли хутăш урок

Асамлă юмахсен уйрăмлăхĕсене тупма вĕрентесси* юмаха вуласа ăнланни

Туслăх, тăванлăх туйăмне хаклама вĕрентесси

«Килти вулав кĕнеки» 5 кл. , асамлă юмахсен кĕнеке выставки, кÿлсе тăратнă лаша ÿкерчĕкĕ

Мĕн вăл асамлă юмах;

Кушил, салху, рысак,киремет, йĕпкĕн хура, пăяв, шÿпке пулă, çăк лаши, пурсуй йытă, чĕлпĕр, пăяв

«Ух старик» юмах содержанийĕ

16

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси

Инсценировка çырмалли урок

Инсценировка çырма вĕрентесси* ачасен çыру чĕлхине аталантарасси, пуплеве якатасси

Ачасене харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси

«Тăван литература»

учебник

Инсценировка, ремарка




«Ăслă хĕр» юмах тăрăх ÿкерчĕк тумалла

17

К.Иванов. "Икĕ хĕр" юмах

Произведени текстне тишкермелли хутăш урок

Литература юмахĕпе халăх юмахĕ хушшинчи уйрăмлăха уйăрса илме хăнăхтарасси

Пурнăçра темле йывăр пулсан та тĕрĕс пурăнма хавхалантарасси

"Икĕ хĕр" юмах

«Тăван литература»

учебник, К.В. Иванов портречĕ, Л.П. Сергеев «Синонимсемпе антонимсен кĕске словарĕ»

Çыравçă юмахĕ

Сăвăлла юмах

Литература юмахĕ

Мул

Пархатар

Мăнтăр, шыçмак, самăр, пархатар

«Икĕ хĕр»

юмаха пăхма-

сăр вĕрен-мелле

18


К.В.Иванов.

«Тимĕр тылă» юмах

Произведени текстне тишкермелли хутăш урок

Сасса кирлĕ пек улăштарса вулама хăнăхтарасси, илемлĕ вулава аталантарасси

Çыравçă юмахĕсенчи тĕп шухăша тупма вĕрентесси

Кил-йышра пĕр-пĕрне ăнланса, ăс парса, килĕштерсе пурăнма хистесси

Ачасене ырă ĕç, тÿрĕ кăмăл усала çĕнтерни çинчен ĕнентересси

«Тăван литература»

учебник, тимĕр тылă ÿкерчĕкĕ


Йăла юмахĕ

Сăвăлла юмах

Литература юмахĕ

Халăх юмахĕпе

литература юмахĕ

хушшинчи

уйрăмлăхсем

Тимĕр тылă

Инке

Кин

Юсман

Апай

«Тимĕр тылă» юмаха

(67-69 стр.) вуламалла, ыйтусем

19

Пĕтĕмĕшле ыйтусемпе

ĕçлени. Илемлĕ литература юмахĕсем

Калаçу, тишкерÿ урокĕ

Çыравçă юмахĕсен тĕп шухăшне тупма вĕрентесси

Çут çанталăка упрама вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник, юмах кĕнекисем







Трубина Мархвин «Шĕшкĕ» юмахне вуламалла

20

Килти вулав урокĕ

М. Трубина. «Шĕшкĕ» юмах


Произведени текстне тишкермелли хутăш урок

Литература юмахĕсен уйрăмлăхĕсем çинчен вĕреннине çирĕплетсе хăварасси* план тума вĕрентесси

Çут çанталăк ырлăхне упрама, унăн тусĕсем пулма вĕрентесси*

«Пĕрре кассан – вуннă ларт» ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшне ăнлантарасси

«Килти вулав кĕнеки»

5 кл., М. Трубина портречĕ

Халăх юмахĕпе

литература юмахĕ

хушшинчи

уйрăмлăхсем

Шăм-шак сурать, кăчкă, папка, шĕшкĕ, ăвăс

«Юмах каçне»

хатĕрлен-мелле

21

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси.

Юмах каçĕ

Пултару

Ачасен юмах каласа парас, сцена çинче выляса кăтартас пултарулăхне аталантарасси

Халăх умĕнче тухса калаçма вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник







Килĕшнĕ юмах тăрăх ÿкерчĕк ÿкермелле

22

Антонина Васильева

"Çĕн кайăкпа кантраллă

кукăль" калав

Вулав

Тишкерÿ

Илемлĕ вулама, хайлав содержанине каласа пама, ыйтусене тĕрĕс те уçăмлă хуравлама хăнăхтарасси

Ырă йăла-йĕркесене асра тытма вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник




çĕн кайăк

Кантраллă кукăль




23

А. ,çхĕл "Анне" сăвă

Илемлĕ вулав

Сăвва илемлĕ вулама тата тишкерме вĕрентесси

Аннене юратма, хисеплеме вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник

"Анне" сăвă, А.Ĕçхĕл портречĕ

Риторикăлла ыйту,

сăвă виçи

Тивлет,

тимлет, хыпмасть


Сăвва пăхмасăр калама вĕренмелле

24

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси.

Пăхмасăр сăвă каламалли урок

Пултару урокĕ

Ачасен сăвă калас пултарулăхне аталантарасси,илемлĕ вулама вĕрентесси

Аннене юратма, хисеплеме, ун çинчен ырă сăмахсем калама вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник

Тĕрлĕ авторсен анне çинчен çырнă сăвă кĕнекисем (выставка), амăшсен фотографийĕсем

Интонаци

Сăнлав - описание

Капăр тум, тÿрĕ кăмăллă

78 стр. ыйтусемпе ĕçсем, сочинени çырса килмелле

25

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси. "Манăн

юратнă анне" сочинени




Сăнлав сочиненийĕ çырма вĕрентесси

Аннене юратма, хисеплеме вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник




Чакăр куçлă, илĕртекен кулă

В. Элпин «Водолаз» калавне вуламалла

26

Килти вулав урокĕ.

В.Элпи «Водолаз»

Вулав

Хайлав текстне тишкермелли урок



















27

Ева Лисина "Мускав

кушакĕсене чапа

кăлартăм" калав


Вулав

Хайлав текстне тишкермелли урок

çыравçă чĕр чунсен, çынсен чун-чĕрине витĕмлĕн кăтартакан сăнлăхсене тупма, курма, ăнланма вĕрентесси*

çыравçă чун-чĕрене уçмалли мелсене (символ, пейзаж) мĕншĕн тунине ăнлантарасси*

ачасен илемлĕ вулавне аталантарасси.

произведени чĕлхине

сăнама,тишкерме вĕрентесси* тавçăрулăха аталантарасси.


Aчасен чун илемне вăратасси, хĕрхенÿлĕхе, чăтăмлăха аталантарасси*

йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси

калаçу этикечĕн правилисене аса илтересси*

ватта хисеплеме вĕрентесси* пĕчченлĕхрен хăтăлма пулăшасси

«Тăван литература»

учебник

Е,Лисина сăн ÿкерчĕкĕ, кăнекесен выставки

Символ

Калав

Психологилле

калав

Олицетворени

Танлаштару

Метафора

Эпитет

Метоними

сÿс

мунчала

пушăт

хавал


Содержани, план тумалла

28

Федор Осипов "Хавруç"

Вулав




Кайăк –кĕшĕкпе чĕр чунсем те туйăмлă пулнине асăрхаттарса вĕсене хĕрхенме вĕрентесси


«Тăван литература»

учебник










29

Федор Осипов "Хавруç"

Вулав

Хайлав текстне тишкермелли урок







«Тăван литература»

учебник










30

Килти вулав урокĕ.

Л.Сарине «Кукамайăн

сар чăххи»

(«Урăх çурт»сыпăк)

Вулав

Хайлав текстне тишкермелли урок

Кайăк –кĕшĕкпе чĕр чунсен пурнăçне çын пурнăçĕпе çыхăнтарса хаклама вĕрентесси

Кайăк –кĕшĕкпе чĕр чунсем те туйăмлă пулнине асăрхаттарса вĕсене хĕрхенме вĕрентесси













31

Нестер Янкас

"Чапаев вилĕмĕ"

Илемлĕ вулав

Ачасене илемлĕ вулав техникине алла илме пулăшасси* хăйсен шухăшĕсене йĕркелесе пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси

Туслăх кирек мĕнле йывăрлăхра та ÿсĕм тĕрекĕ пулнине кăтартасси

«Тăван литература»

учебник










32

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси.

Илемлĕ вулава тĕрĕслесси

Сăвва пăхмасăр каласси

Хайлава илемлĕ, палăртуллă, ăнланса вулама вĕрентесси




«Тăван литература»

учебник










33

Тихăн Петĕркки "Çутталла"

Вулав, паллашу

И. Я. Яковлевăн пурнăçĕнчи паллăрах тапхăрсемпе паллашасси

Вĕренни пурнăçра кирлине ăнланма пулăшасси


Халăхшăн вăйне шеллемесĕр тăрăшнă çынсене хисеплеме вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник

Кĕнеке выставки, И. Я. Яковлев портречĕ

Сăнар

Литература сăнарĕ

Теçетник

Улпут

Тинкĕле

Шăналăк

кÿме, йĕрĕх

каçалăк

удел,уезд

хĕрт-сурт

7 ваттисен сăмахĕ çырса

илмелле

34

Тихăн Петĕркки "Çутталла"

Вулав

Драмăра сăнланнă вăхăта, сăнарсене ăнланма, вĕсем çинчен каласа пама, хаклама хăнăхтарасси

Пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма хистесси

«Тăван литература»

уебник

И. Я. Яковлев портречĕ




Юсман, чара,асат,

Ыйтусемпе

ĕçсем

35

Тихăн Петĕркки "Çутталла"

Вулав

пултару

И. Я. Яковлев ачалăхне сăнлакан вырăнсене инсценировкăласа кăтартасси

Ачасен пуплев ăсталăхне аталантарасси

Йывăрлăхсене пуçа усмасăр чăтса ирттерме вĕрентесси

И. Я. Яковлев портречĕ

«Тăван литература»

учебник


Литература геройĕ

Наци геройĕ




Ыйтусемпе

ĕçсем

36

Тихăн Петĕркки "Çутталла"

Вулав

Хайлав текстне тишкермелли урок

Калаçу

Драмăра сăнланнă вăхăта, сăнарсене ăнланма, вĕсем çинчен каласа пама, хаклама хăнăхтарасси

Тÿрĕ кăмăллă, сăпайлă пулма, туслăха хисеплеме вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник











37


Килти вулав урокĕ

К.Петров «Сенкер çăлтăр»

Паллашу

Вулав

Хайлав текстне тишкермелли урок





А.Г.Николаев пурнăçĕпе паллаштарасси

Анна Николаева "Ывăлăм çинчен

К.Петров «Сенкер çăлтăр»










38

Пĕтĕмĕшле ыйтусемпе

ĕçлени










«Тăван литература»

учебник










39

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси./керчĕк тăрăх сочинени çырасси

çыру




Сочинени çырнă чух ачасен ушкăнлăх туйăмне вăйлатасси












40

Мария Ухсай

"Ирхи сывлăм"

Хайлавпа паллашасси

Ачасене текстпа ĕçлеме хăнăхтарасси

Пĕчĕкрен ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник







"Мана килĕше-

кен сăнар»

хайлав

41

П.Ялкир. Интермедисем. «Паллашу",

"Ăçта тĕрĕслĕх?»)

"Парне".

"Хуралçă"

"Вывеска".

"Шăшисем"

Вулав


П.Ялкир пултарулăхĕпе паллаштарасси

Пурнăçа юратма, ăна хаклама хистесси, пĕр-пĕрне хисеплеме, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник, кĕнекесен выставки, поэт портречĕ







Ыйтусемпе

ĕçсем

42

Пĕтĕмĕшле ыйтусемпе

ĕçлени. Ăсталăхпа илемлĕх тĕнчи. Инсценировка тата интермеди










«Тăван литература»

учебник










43

Килти вулав урокĕ

Н.Айзман «Хăшĕ суять?»







Ырăпа усала уйăрма вĕрентесси

Н.Айзман "Хăшĕ суять;"










44

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси. Вулав

хăвăртлăхне тĕрĕслесси

Тĕрĕслев

Ачасен калаçăвĕпе çыру чĕлхине, вулав хăвăртлăхне аталантарасси




«Тăван литература»

учебник










45

Иван Егоров "Ывăл" калав

Паллашу

Хайлавăн темипе тĕп шухăшне уçса парасси, тытăмне палăртасси, Володя сăнарне уçса парасси

Ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, ĕçлекен пур çынна та хисеплеме вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник










46

Иван Егоров "Ывăл" калав

Вулав

Хайлаври сăнарсем çинчен харпăр хăй шухăшне çыхăнуллă калама вĕрентессиВолодя сăнарне уçса парасси

Хайлаври сăнарсем урлă ачасен чун-чĕринчи лайăх енĕсене аталантарма пулăшасси

«Тăван литература»

учебник










47

Елизавета Осипова

«Пахчари хÿшĕ»

Вулав

Текстпа ĕçлеме вĕрентесси

Юлташ тупма вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник










48

Елизавета Осипова

"Пахчари хÿшĕ"

Вулав

Сăнарсене характеристика пама вĕрентесси

Ырă ĕçсем тума хавхалантарасси

«Тăван литература»

учебник










49

Пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлени. Калав тата унăн тытăмĕ





Ачасен пуплевне аталантарасси

Ырăпа усала уйăрма хăнăхтарасси

«Тăван литература»

учебник










50

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси. Сочинени е инсценировка çырасси

Çыру урокĕ

Ачасен калаçу тата çыру чĕлхине аталантарасси.Сочинени çырма вĕрентесси


Ачасене пĕр-пĕринпе туслă пулма, пуçланă ĕçе малалла тăсма вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник

Инсценировка ,

ремарка




Тетраде куçарса çырмалла

51


Мĕтри Ваçлейĕ

«Йĕлтĕрпе» сăвă

Илемлĕ вулав

Сăвва илемлĕ вулас пултарулăха аталантарасси

Ачасене çут тĕнче вăрттăнлăхĕсемпе кăсăклантарасси

«Тăван литература»

Учебник, ÿкерчĕксем










52

А.Алка «Юр çунă» сăвă




Сăвва сасса улăштарса вулама хăнăхтарасси

Хĕллехи çут çанталăк илемне курма вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник










53

Килти вулав урокĕ.

Н. Сладков

Калавсене тишкермелли урок

Чĕр чунсен хĕллехи пурнăçĕпе паллаштарасси

Хĕллехи вăхăтра чĕр чунсене пулăшу пама, çут çанталăка юратма тата упрама хистесси

Н.Сладковăн «Вăрман пурнăçĕ» кĕнеки, «Путене» диск







Килĕшекен сыпăка каласа пама хатĕрлен-мелле

54

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси.

Сăвва пăхмасăр каласси

Сăвă калас ăсталăха аталантарасси

Сăвă калас пултарулăха аталантарасси

Харпăр хăй тата ытти ачасен пултарулăхне хаклама вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник










55

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси.

(186 стр. 4-мĕш ыйту е «Хĕл илемĕ» сочинени)

Çыхăнуллă пуплеве аталантармалли урок


Çыхăнуллă пуплеве, калаçу чĕлхине аталантарасси

Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăтне те сăнама тата юратма хистесси

Хĕл илемĕ çинчен çырнă сăвăсем, тупмалли юмахсемпе каларăшсем







«Хĕл илемĕ» сочинени çырмалла




56

Лидия Сарине

"Цирк курма кайни"


Вулав




Литература сăнарĕсен е пурнăçри çынсен ырă енĕсене хаклама, киревсĕр енĕсене сивлеме хăнăхтарасси

«Тăван литература»

учебник

Текст планĕ




Калава вуласа пĕтер-мелле

57

Лидия Сарине

"Цирк курма кайни"

Вулав




Айăпшăн ÿкĕнме, каçару ыйтма хăнăхтарасси

«Тăван литература»

учебник







Цирк пуласси çинчен пĕлтерÿ (афиша) хатĕрлемелле

58

Елизавета Осипова

"Хăвăртрах çитĕнесчĕ"

Паллашу урокĕ







«Тăван литература»

учебник










59

Елизавета Осипова

"Хăвăртрах çитĕнесчĕ"

Тишкерÿ урокĕ

Хайлав темипе тĕп шухăшне палăртма вĕрентесси

Аслисен сăмахне итлеме, атте-аннене хисеплеме тата пулăшма хистесси

«Тăван литература»

учебник










60

Килти вулав урокĕ

Калавсене тишкермелли урок







А.Галкин, Г.Луч калавĕсем










61

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси. Л.Сарине хайлавĕнчи сăнарсем

патне çыру е «Цирк курма кайни» инсценировка çырасси

Çыру урокĕ

Ачасен çыру е инсценировка çырас хăнăхăвĕсене аталантарасси




«Тăван литература»

учебник,

Çыру




212 стр. ыйтусемпе ĕçсем

62

Пĕтĕмĕшле ыйтусемпе

ĕçлесси. Калав тĕсĕсем.

Ăнлану

Ачасен калаçăвĕпе çыру чĕлхине аталантарасси

Çын чунĕпе илемлĕ, ĕçĕпе хисеплĕ пулнине кăтартасси

«Тăван литература»

учебник

Калав тĕсĕсем

Фантастика,

детектив







63

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси.

Н.Решетниковăн "Каллех,иккĕ!"картини тăрăх

сочинени çырасси

Сăнлав

Ачасене тĕрĕс те илемлĕ калаçма, çырма, ирĕклĕ шухăшлама, сăнама вĕрентесси

Шкулта тăрăшса вĕренме хистесси

Н. Решетниковăн "Каллех, иккĕ!"

картинин репродукцийĕ








Тетраде куçарса çырмалла

64

Валентин Урташ

"Çурхи кунсем"

Илемлĕ вулав, паллашу

В. Урташ пултарулăхĕпе паллаштарасси* сăвва тишкерме тата унăн илемне туйма вĕрентесси

Çуралнă çĕр-шыва тăван вырăнне хурса юратма вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник, В. Урташ портречĕ, сăвă кĕнекисем

Лирика

ушкăнĕсем

Тропсем

Сĕлкĕшлĕ, кĕсел пек, катан пир, витĕнкĕç, пирченсе, хăйăк

«Ачалăха аса илсен» сыпăкра тĕл пулакан пулă ячĕсене вырăсла куçармалла, астуса юлмалла

65

Николай Шелепи "Çуркунне"

Илемлĕ вулав

Лирика тĕсĕсемпе тата лирика чĕлхипе паллаштарасси

Тăван тавралăха сăнама вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник

Сăпатлантару,

танлаштару,

эпитет

Сĕрĕшсе, пустав, пурçăн

Сăвва пăхмасăр калама вĕренмелле

66

Ухсай Яккăвĕн "Çурхи ÿкерчĕк" сăвви

Илемлĕ вулав, тишкерÿ

Лирика хайлавĕсен илемлĕ тĕнчин уйрăмлăхĕсене малалла вĕрентесси

Тăван тавралăха сăнама вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник







Çуркуннен виçĕ вăхăтне сăнлакан ÿкерчĕксем тумалла

67

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси.

Пăхмасăр сăвă каласси

Илемлĕ вулав

Ачасен пăхмасăр сăвă калас пултарулăхне аталантарасси, сăвăсене туйăмпа вулама вĕрентесси


Тăван тавралăха сăнама вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник










68

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси.

"Чечеклĕ çуркунне" сочинени е 218 стр 7-мĕш ĕç


Сăнлав

Çуркуннене илемлĕ сăнласа пама вĕрентесси

Тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшма хавхалантарасси

«Тăван литература»

учебник

Буриме




Тетраде куçарса çырмалла

69

Николай Мартынов

"Юнлă çырла"

Произведени илемне туйма вĕрентекен хутăш урок

Илемлĕ литература хайлавĕсенче чăн пурнăçра пулса иртнĕ ĕçсем, çынсем сăнланнине туйтарасси

Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи, çĕр-шыва хÿтĕленĕ çынсем çинчен нумайрах пĕлме хавхалантарасси


«Тăван литература»

учебник, ЧР картти

Н. Мартынов портречĕ

Тĕп герой

характеристики

Калав

Курск, Орел

пĕкки

Кĕтне тăрăхĕ,

Алкеш кĕпи,ватлăх

укçи, çичĕ ют мăшкăлĕ

Содержани,

229-230 стр. ыйтусем

70

Николай Мартынов

"Юнлă çырла"

Произведение вуласа тишкермелли хутăш урок

Калава тĕрлĕ енчен хак парса тишкерме вĕрентесси* ачасен пĕлĕвне, ăс-хакăлне, кăмăл-туйăмне йĕркелеме, тавлашуллă шухăшлама пулăшасси

Вăрçа тÿссе ирттернĕ çынсене хисеплеме, чыслама вĕрентесси

Вăрçăра пулнă çыннăн психологине ăнланма хăнăхтарасси


«Тăван литература»

учебник, ЧР картти

Хайлав теми,

тĕп шухăшĕ

Вĕткеленет

тыл,

234 стр. вуламалла, конспект çырмалла

71

Килти вулав урокĕ.

А.Талвир «Куçукпа Хураçка» калав

Килти вулава аталантармалли урок

Хайлавра сăнланнă вăхăта,сăнарсене сăнлама вĕрентесси, вĕсем çинчен каласа пама хăнăхтарасси

Этемпе(ачапа) чĕр чун хушшинчи çирĕп çыхăнăва палăртса хăварасси.

Ачасен çынлăх(гуманизм), хĕрхенÿлĕх туйăмĕсе-

не хускатасси


Ачапа йытă ÿкерчĕкĕсем

«Тăван литература»

учебник,

Кластер, сăнар

характеристики

Кĕреш, катаран, вĕчĕ тытма, обоз,кашевар, сăйлама тăрăшатчĕç

Куçукпа Хураçканна сăнлакан пĕр-пĕр эпизода альбом листи çинее ÿкерсе килмелле

72

Килти вулав урокĕ.

А.Талвир «Куçукпа Хураçка» калав

Калава вуласа тишкермелли хутăш урок

Хайлаври тĕп сăнарăн шухăшĕпе кăмăлне, ĕçне-хĕлне, тыткаларăшне характеристика пама вĕрентесси

Тăван çĕр-шыва юратма тата хÿтĕлеме хавхалантарасси.

Куçукпа Юнусăн паттăрлăхне мухтасси


Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче йытăсем санитарсем, танк айне кĕрекенсем пулнине сăнлакан ÿкерчĕксем

Характеристика

Кластер

Суптăркаса,

хăямачĕшĕн,

чĕрĕ пуççăн

Куçук характеристикине тетраде çырса килмелле

73

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси

«Юнлă çырла»

изложени



Пултару урокĕ

Пуплев ăсталăхне, çыру хăвăртлăхне аталантарма хистесси

Ăрусем хушшинчи çыхăнăва вăйлатма пулăшасси

«Тăван литература»

учебник,

Изложени

планĕ




Изложени çырса пĕтермелле

74

Пĕтĕмĕшле ыйтусемпе

ĕçлесси. Сочинени çырма хатĕрленесси


Пĕтĕмлетÿ урокĕ

Вăрçă çинчен вуланă хайлавсен темисемпе тĕп шухăшĕсене палăртасси.

Вуланă хайлаври эпизодсене аса илесси, сăнарсем çинчен каласа парасси.

Сочинени çырма хатĕрлентересси

Вăрçăра пулнă çынсене хисеплеме, пулăшма вĕрентесси.

Çĕр çинче мир кирлине ăнлантарасси.


Л.Агаковăн «Кăсăя» повеçĕ, П.Эйзинăн «Ан пултăр вăрçă нихăçан» сăвви, А. Талвир, Н.Мартынов, Х. Уяр хайлавĕсем.

«Священная война», «В землянке» юрăсем, компьютер, мультимедиапроектор

Тема

Тĕп шухăшĕ

Аслă Аттелĕх вăрçи

Сочинени çырма хатĕрленсе килмелле

75

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси

(234 стр. 4-мĕш ыйту)

Пултару урокĕ

Сочинени çырас пултарулăха аталантарасси

Çĕр çинчи халăхсен туслăхне çирĕплетни пысăк вырăн йышăннине ăнлантарасси

Вăрçă çинчен калакан сăвă çаврăмĕсем, вăрçă темипе çырнă сочинени,кĕнексен выставки


Тема

Тĕп шухăшĕ

Фронт, тыл,

тăнăçлăх

Ял, урам, район ячĕсе-не чăвашла-вырăсла çырса килмелле

76

Н.Теветкел

«Карттă» сăвă

Паллашу

Сăвă вулас тата тишкерес пултарулăха аталантарасси

Тăван киле., тăван яла, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси


«Тăван литература»

учебник, ЧР, Канаш районĕн, ял карттисем

Сăвă çаври,

ритм, рифма,

ударени

Колхоз правленийĕ, сельсовет

Сăвва илемлĕ вулама хатĕрленсе килмелле

77

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси (238 стр.

4-мĕш ыйту)

Пултару урокĕ

Сăвва тишкерме вĕрентесси

«Тăван çĕр-шыв» ăнлава ăнланма вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник, ЧР, Канаш районĕпе ял карттисем


Мамак, маçак,

тăван- пĕтен




Тетраде 5 ыйтăва çырса пунăçламалла

78

Петĕр Хусанкай

пултарулăхĕ


Палашу, тишкерÿ

П.Хусанкай пултарулăхĕпе тата пурнăçĕпе паллаштарасси. Сăввăн тĕп шухăшне тупма вĕрентесси.Сăвă çаврине сăнасси


Тăван çĕр-шыв илемне туйма, хаклама вĕрентесси

«Тăван литература»

Учебник, ЧР тата Раççей карттисем

Эпитет,

метафора,

танлаштару

Кавказ, Крым

Сăвва илемлĕ вулама вĕренмелле

79

Никифор Ваçанкка

пултарулăхĕ

Паллашу, тишкерÿ

Сăвва тишкерме вĕрентесси

Çут çанталăк илемне сăнама хăнăхтарасси


«Тăван литература»

учебник

Тропсем,

сăпатлантару

ĕнтрĕк

Сăвва пăхмасăр калама вĕренмелле

80

Пуплев ăсталăхне

аталантарасси.

Сăвă пăхмасăр каласси

Илемлĕ вулав

Сăвва илемлĕ вулама хăнăхтарасси. Ачасен калаçупа çыру чĕлхине аталантарасси

Тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшма хавхалантарасси

«Тăван литература»

учебник










81

Юрий Скворцов

пултарулăхĕ, «Вăлтари рак» калав


Паллашу, тишкерÿ

Автор пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарасси. Хамăр тăрăхри пулăсемпе паллаштарасси


Ачасене ырă ĕçсемпе çынсене усă кÿме вĕрентесси

«Тăван литература»

учебник, «Чăвашла-вырăсла словарь» М.Скворцов

Сăмах çаврăнăшĕ фразеологизм

Сĕреке, атма,

шакă, ала,хулкка

250 стр. 2 ыйту (пултару ĕçĕ)

82

Пуплев ăсталăхне аталантарасси. «Вăлтари рак»

изложени е «Пулăра» калав çырасси

Çыру урокĕ

Ачасене ирĕклĕ, пысăк шухăша пурне те ăнланмалла каласа пама вĕрентесси

Çут çанталăка сиен кÿрекенсене хирĕç кĕрешме хистесси

«Тăван литература»

учебник







Калав тăрăх ÿкерчĕк тумалла

83

Сăвă хывăмĕ.

Паллашу урокĕ

Ачасене сăвă техникипе паллаштарасси, сăвă çырма хавхалантарасси

Ачасене харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси

«Тăван литература»

учебник

Састаш, çавра,

литература

вăрри

Сăвă çырса

килмелле

Сăвă (суйласа) тишкермелле

84

Литература хулине илетпĕр (е литература викторини)

Вăйă-урок

Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси

Ачасене ушкăнпа тата харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси

«Тăван литература»

учебник, тест тата викторина ыйтăвĕсем










85

Мĕн асра юлчĕ, мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр

Пĕтĕмлетÿ урокĕ

Ачасем хăйсем вĕренÿ çулĕ тăршшĕнче мĕн чухлĕ ĕçленине( мĕн çĕнни пĕлни, мĕн туса çитереймен) хаклама вĕрентни.

Çулла вуламалли кĕнекесен списокĕпе паллаштарасси


Малашнехи плансене палăртни, вĕсене пурнăçламалли çул-йĕре вĕрентни

6 кл. вуламалли кĕнекесен списокĕ










86

Вереннине аса илмелли урок






















87

Вереннине аса илмелли урок






















88

Вереннине аса илмелли урок






















страница 1страница 2


скачать

Другие похожие работы: