Ĕçе пурнăçлаканĕ: Муркаш районĕнчи

Ĕçе пурнăçлаканĕ:
Муркаш районĕнчи
Шурча шкулĕнче
8-мĕш класра вĕренекен
Степанов Александр
Учитель сăнарне сăнланине Тупрăм çак хайлавсенче:
Н.Терентьев «Кĕмĕл пĕлĕтсем» (пьеса), «Çил çинчи çеçпĕл» драма;
Г.Луч «Чун туйăмĕ» ;
А.С.Артемьев «Хунавлах хăрнисем» (роман) ;
Трубина Мархви «Ача чухнехи» (повесть) ;
Л.Я.Агаков «Юманлăхра çапла пулнă», «Салтак ачисем» ;
Антип Николаев «Юра асламăшĕ» ;
Александра Лазарева «Урок пуçланчĕ» ;
Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман» (калав) ;
Юрий Скворцов «Хĕрлĕ мăкăнь» (повесть).

Вĕренни йăтса çÿремелли япала мар.

Трубина Мархви «Ача чухнехи» (автобиографилле повесть)
Халăха вĕрентес тĕлĕшпе нумай çул хушши тата ăнăçлă ĕçленĕшĕн
Трубина Марфине:
Ленин орденĕпе;
«Ĕçре палăрнăшăн» тата «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастарлă ĕçленĕшĕн» медальсемпе;
Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Чăваш АССР шкулĕпе РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ ятсене панă.
« …Анастасия Александровна, хумханса лăпланнăскер, ним пулман пек, пире паçăр пуçланă калава малалла вулаттарать, ыйтусем парать.
«… -Выразительно читает и хорошо рассказывает, - терĕ Иван Яковлев мана мухтаса. -Çак шкултан аван вĕренсе тухсан вĕренме Чĕмпĕре пыр, - терĕ чăвашлах. Кунĕпех Иван Яковлевич Яковлев шкулта пулчĕ, ачасем епле вĕреннипе интересленчĕ. Каяс умĕн çапла каларĕ: «Аван вĕренекенсем пур. Пурте тăрăшса вĕренĕр. Вĕренни-çутă, вĕренменни-тĕттĕм. Вĕреннĕ çын пĕри вĕренмен çичĕ çынна тăрать тесе ахаль каламан. Вĕренни йăтса çÿремелли япала мар тенĕ»…

Антип Николаев «Юра асламăшĕ»
Елена Андреевна
… Юра çапла хăй йăнăшне ăнланса илет, «ватсупна» патне ыткăнать те пуçне ун кăкăрĕ çине хурса йĕрсе ярать. Юрăна йăнăшне ăнланма учитель пулăшать…

Александра Лазарева «Урок пуçланчĕ»
… « - Олег Расланов хăйĕн йăнăшне тÿрлетнĕ çеç мар, вăл тата тепĕр ырă ĕç тунă, - терĕ Римма Гордеевна сенкер конверта уçса. – Вăл ватă çынна пулăшнă, пĕрремĕш группа инваличĕ Ефрем Егорович Ефремова. Олег Расланова хăйĕн йăнăшне тÿрлетнĕшĕн ырлăпăр, инвалида пулăшнăшăн мухтăпăр»…

Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман» (калав)
… « - Çитрĕн апла, юрать, юрать. Эпир кĕтеттĕмĕр сана. Хăвах çитрĕн-и? Йывăр килсен систер пире, юрĕ-и? – терĕ учитель. Çапла, чирлĕ çынна ырă сăмах та чире çĕнтерме пулăшать» …

Г.Луч «Чун туйăмĕ»
Любовь Ивановна мĕн пулса иртнине тата куншăн камсем айăплине тĕпчесе пĕлнĕ пулин те пухура лăпкăн калаçрĕ. Кашни ачан хăйне евĕр вăрттăнлăх, никама пĕлтерме юраман чун туйăмĕ пулма пултарни, çын чунне сĕмсĕрленсе кĕме пăхни ăна кÿрентерни е мăшкăллани, мораль тĕлĕшпе усал ĕç тунипе танлашни çинчен чĕрене тивмелле каласа ăнлантарчĕ.

Н.Терентьев «Кĕмĕл пĕлĕтсем» (пьеса)
Ку пьесăра виçĕ сăнар виçĕ тĕрлĕ:
Власов Ермил Петрович –шкул директорĕ;
Перасковья Филипповна – завуч;
Илюшин Степан Степанович –
9-мĕш класс ертÿçи.

Н.Терентьев «Çил çинчи çеçпĕл» драма.
Ашшĕне тĕрмене хупаççĕ, амăшĕ чĕрепе аптăраса вилет. Ирина Яковлевна шкул директорĕ Аннапа шăллĕне йывăрлăхра пулăшма хатĕр.


Л.Я.Агаков «Юманлăхра çапла пулнă»
Нина Васильевна Илюкăн класс руководителĕ. Илюка инкеке лексен адвокат тупма пулăшать, Илюк амăшĕпе тĕрмене те пырать, Илюка лăплантарма тăрăшать, вăрăсене хÿтĕлемелле маррине, пурнăçра йăнăш такампа та пулма пултарнине ăнлантарать, ÿлĕмрен çакăн пек йăнăш тăвасран асăрханмаллине вĕрентет.

Юрий Скворцов «Хĕрлĕ мăкăнь» (повесть)
Петр Петрович;
Елена Сардоновна;
Геннадий Васильевич учитель сăнарĕнче эпĕ чăн-чăн учитель епле пулмаллине куратăп.

А.С.Артемьев «Хунавлах хăрнисем» (роман)
…Иван Яковлевич Яковлев пурне те класа пуçтарать Константин Иванова «Нарспи» поэмăна вĕренекенсем умĕнче вулама хушать…
…Пĕтĕм шанчăк сирĕнте – çамрăксенче. Вăхăт çитĕ – чăваш хушшинчен пысăк учёнăйсем, ăслă кĕнекеçĕсем, чаплă писательсем тухĕç. Йĕр хывнă ĕнтĕ, çул уçă… Эсир халĕ хунавсем кăна – ха, анчах эсир – вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсем. Астуса тăрăр…

2010 çул – УЧИТЕЛЬ ÇУЛĔ!
Таçта пулсан та эпĕ манмăп,
Сана, учитель: ан хурлан.
Сан умăнта ман парăм пысăк
Татаймăп эп ăна нихçан.

Лайǎх енĕсем:
Лайǎх енĕсем:
ачасене ăнланни,
кăсăклантарма пĕлни,
шанни,
ĕненни,
уйăрманни,
тăрăшса вĕрентни,
ырă тĕслĕх пулни,
пурǎçпа тан утма тǎрǎшни,
ачасене таса чунпа юратни тата ытти те.


страница 1
скачать
Другие похожие работы: