NetNado
  Найти на сайте:

Учащимся

Учителям



Иванова Н. Г., Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ


Иванова Н. Г., Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ,

Алексеева Е. В., ЧР, Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри тĕп

шкул вĕрентекенĕ

сот. тел. 89279982480

КРИТИКĂЛЛĂ ШУХĂШЛАВ ТЕХНОЛОГИН МЕЛĔПЕ МЕСЛЕЧĔСЕМ
Шкулти учитель – хăйне евĕр тĕпчевçĕ. Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли мелсемпе формăсем шырасси куллен пурнăçламалли ĕçсенчен чи кирли пулса тăрать. Вĕрентĕве кăсăклăрах, илĕртÿллĕрех йĕркелес тесе ырми-канми шыравра кун кунласа çĕр çĕрлекен педагогсем ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума пултараççĕ.

Наципе регион компоненчĕ шутне кĕрекен предметсем ачасенче гражданин тата патриот туйăмĕсене аталантарас ĕçре уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавна май ачасене воспитани парас ĕçре тăван чĕлхепе литература предмечĕсен вырăнĕ питĕ пысăк.

ХХ1 ĕмĕр компьютер ĕмĕрĕ тетпĕр. Вĕрентÿ ĕçĕн тухăçлăхĕ учитель компьютер технологийĕсене еплерех алла илнипе тÿррĕнех çыхăннă. Хальхи вĕрентекен хăйĕн ĕçĕнче ИКТ май паракан çĕнĕ формăсемпе усă курма тăрăшать, проект, модуль технологийĕсене анлă усă курать. Интерактивлă технологисен никĕсĕ çинче йĕркелесе ирттерекен ĕçлĕ вăйăсем, тренингсем, диспутсем тата ытти мелсем ачасене кăсăклантарса ямалли, вĕренÿри мотивацине ÿстермелли паха формăсем пулса тăраççĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли методика çулсеренех пуянланса, аталанса пырать. Çĕнĕ формăсемпе ăслайсем шкул практикинче кулленех çуралаççĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни, педагогикăн тĕрлĕ проблемисене пĕрле сÿтсе явни, тĕрлĕ методика пособийĕсемпе «Халăх шкулĕ» журналта пичетленекен çĕнĕлĕхсене тишкерни вĕрентекенсене ĕçре пысăк пулăшу парать.

Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче ачасене хайлавсене тишкерме, сăнарлăхпа илеме курма, тупма, ăнланма вĕрентмелле. Хайлаври шухăша, хайлавăн уйрăм пайĕсене е пĕтĕм хайлав тексчĕн содержанине ăнланма, вуланин тĕп шухăшне калама, хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртма пултармалла. Вулав хăнăхăвĕн тухăçлăхне аталантарас тĕллевпе вĕрентекенсем уроксенче тĕрлĕ мелпе тата меслетпе усă кураççĕ. Вĕсем çаксем, вулани тăрăх ыйтусене хуравлани, кирлĕ вырăнсене тупса ĕнентерме, уйрăм пайăн (абзацăн) е пĕтĕм хайлавăн тĕп шухăшне ÿкерчĕклĕн сăнлама, хайлаври сăнарлă ÿкерчĕксене курма, ăна мĕншĕн тунине ăнлантарма вĕрентесси. Урокра çĕнĕ технологи элеменчĕсем кĕртсе, тĕрлĕ мелсемпе меслетсмпе усă курсан çеç вĕренекенсене кăсăклантарма, пĕлÿ шайне ÿстерме, çирĕп те тарăн пĕлÿ пама пулать. Çĕнĕ технологи элеменчĕсем шутне мĕн кĕртме пулать-ха? Чи малтан вăл – урокра компьютерпа усă курса тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерни. Урока презентаци мелĕпе йĕркелени. Педагогикăра усă куракан çĕнĕ технологисен ĕç йĕркинсене компьюторпа курăмлă туса ачасене паллаштармалла. Кластер туни, синквэйн çырни, икĕ е виçĕ енлĕ дневник çырни ачасене вĕренме хавхалантаракан илĕртÿллĕ мелсем шутланаççĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕренекенсем Владимир Андреев 5-9 классем валли хатĕрленĕ электронлă пособисемпе хавхалансах усă кураççĕ, вĕсем кашни шкултах пур. Вĕсемпе усă курма кабинетра компьютер çеç кирлĕ.

Юлашки вунă çул хушшинче литературăна критикăллă шухăшлав технологине (технология критического мышления) тĕпе хурса вĕрентесси вăй илчĕ. Ун тăрăх урок виçĕ пĕлтерĕшлĕ пая пайланать:

1) – вызов кăсăклантарса яни, кунта эпир темăна палăртатпăр, проблемăллă ыйту лартатпăр, çак тема пирки ачасем мĕн пĕлнине ыйтса пĕлетпĕр, вĕсен пĕлес туртăмне «вăрататпăр»;

2) – осмыслениеăнлану е ăнланса илни, текста вуланă май ачасем кăранташпа хăйсене шухăшлаттаракан, кăсăклантаракан вырăнсене паллă туса пыраççĕ;

3) – рефлексия мĕн пĕлнине каялла илни (пĕтĕмлетни), ачасем мĕн çĕннине пĕлчĕç, автор шухăшĕпе вĕренекенсен шухăшĕ пĕр килчĕ-и, ачасем хăйсен шухăшне ăнлантарса пама, хÿтĕлеме пултармалла.

Çак технологине пурнăçа кĕртме вĕрентекенсене инсерт меслечĕсем пулăшаççĕ. Инсерт - англ., интерактивная система записи для эффективного чтения и размышления текста
(Авторы – Воган и Эстер (1986),Мередит и Стил (1997).

Инсерт мелĕн элеменчĕсем шутне кластер йĕркелесси, синквэйн çырасси, икĕ енлĕ тата виçĕ енлĕ дневник çырасси кĕрет. Çак ĕçе йĕркелеме таблицăллă-схемăллă мелпе усă курмалла. Вĕсем урока чĕрĕрех, интереслĕрех ирттерме, ачасен активлăхне ÿстерме пулăшаççĕ, пĕлÿ шайне пысăклатаççĕ.

Çак меслетсемпе ĕçлеме эпир 2002-мĕш çулта, вĕрентÿ институтĕнчи чăваш чĕлхипе литература кафедринчи Иванова Надежда Григорьевна доцент ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕнче ĕçлеме пуçласан тытăнтăмăр. Унта эпир 5 класс валли хатĕрлекен тăван литература учебникне кĕртмелли хайлавсене эксперимент мелĕпе тишкертĕмĕр. Уроксене тĕрлĕ мелсемпе меслетсене усă курса ирттерсе пăхрăмăр, çĕнĕ технологисен элеменчĕсене кĕртрĕмĕр. Эксперимент хыççăн «Хушма вулав урокĕсем» (2006) методика сĕнĕвĕ пичетлесе кăлартăмăр.

Кластер – акăлчан сăмахĕ, вырăсла куçарсан «гроздь», «пучок» тени пулать.

Кластера схемăлласа çырмалла. Схемăсене тĕрлĕрен вариантпа йĕркелеме пулать. Тĕслĕхрен, çавракасемпе те, тăваткалсемпе те тума юрать. Варрине тĕп сăмаха çыратпăр. Ун йĕри-тавра ăна ăнлантаракан сăмахсене çырса тухатпăр. Ăнлантаракан сăмахĕсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Вĕсем пурте Мĕн тăвать?, Мĕнле?, Ăçта? т.ыт. ыйтусемпе ыйтăнмалла. Кластер тĕслĕхĕсемпе вĕреннине пĕтĕмлетнĕ чух, сăнара тишкернĕ чух, пĕр-пĕр ăнлава сÿтсе явнă чух усă куратăп. Акă тĕслĕхрен, 5 класра Хветĕр Уярăн «Куçукпа Хураçка» калавне вуланă хыççăн йĕркеленĕ кластер тĕслĕхĕ:


тăлăха юлать

тăлăха юлать

партизансемпе туслашать

йытăран уйрăлмасть

Куçук

(мĕн тăвать?)

салтаксене хавхалантарать

разведкăна

çÿрет

паттăрла вилет

тăлăха юлать

партизансемпе туслашать

йытăран уйрăлмасть

Куçук

(мĕн тăвать?)


партизансемпе туслашать

йытăран уйрăлмасть


Куçук

(мĕн тăвать?)




салтаксене хавхалантарать

разведкăна

çÿрет

паттăрла вилет




7 класра Геннадий Волковăн «Тăван чĕлхемĕрçĕм» хайлавне вуласа тухнă хыççăн эпир икĕ тĕрлĕ кластер çырма пулать:

1)




2
халăхăн аваллăхĕ малашлăхĕ

ăс-тăн ёăлкуёĕ
)

Тăван чĕлхе мĕн?

тăван

анне

тăван ёĕр-шыв

Тăван чĕлхе мĕн?

тăван

анне

тăван ёĕр-шыв

ёуралнă ял

Тăван чĕлхе мĕн?

тăван

анне

тăван ёĕр-шыв

тăван

халăх


тăван кĕтес

ёуралнă ял

Тăван чĕлхе мĕн?

тăван

анне

тăван ёĕр-шыв





тăван

халăх


ёуралнă ял

тăван кĕтес


Тĕслĕхрен, 8 класра Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхне вĕреннĕ хыççăн çакăн пек кластер йĕркелеме юрать. Темăна пĕтĕмлетсе йĕркеленĕ кластер тĕслĕхĕ тăрăх сочинени çырма питĕ меллĕ, мĕншĕн тесен варринче илнĕ сăмах майлашăвĕ - темăна уçать. Йĕри-тавра пухнă сăмах майлашăвĕсем сочинени планне йĕркелеççĕ.


чире хирĕç



Кĕрешÿçĕ- поэт



выçлăха хирĕç

çĕнĕ пурнăçшăн



тĕрĕслĕхшĕн

Синквэйн – француз чĕлхинчен кĕнĕ сăмах, пилĕк йĕркерен тăракан рифмăсăр сăвă тени пулать. Вăл ачасен сăмах пуянлăхне аталантарма, шухăшлавне анлăлатма кирлĕ. Кунта кашни йĕркин вырăнĕ пур, йĕркесем кĕске, тарăн шухăшлă, вырăнлă пулмалла.

1 йĕрке – япала ячĕ (пĕр сăмах е сăмах майлашăвĕ)

2 йĕрке – сăмаха сăнлакан икĕ паллă ячĕ

3 йĕрке – сăмахăн ĕçне палăртакан виçĕ глагол

4 йĕрке – пĕтĕмлетÿ пĕлтерĕшлĕ предложени

5 йĕрке – пĕтĕмлетÿ сăмахĕ, метафора.

Чăвашла синквэйн çырнă чухне эпир Ярхо Б.И. методикине пĕтĕмĕшлех пăхăнаймастпăр. Синквэйнăн 4-мĕш йĕркине кăштах улăштарма тивет. Вырăс сăмахĕн пĕлтерĕшĕсем кĕске те уçăмлă. Чăваш чĕлхинчи сăмахсем анлă контекстлă пулнă пирки вырăс сăмахĕсене ăнлантарма эпир хăш-пĕр чухне 2-3 чăваш сăмахĕпе е сăмах майлашăвĕпе усă куратпăр. Пирĕн чĕлхере предложенисем вăрăмрах пулаççĕ. Çавна пула синквэйнри 4-мĕш йĕркене çырма предложенири сăмахсен шутне палăртмастпăр. Тĕслĕхрен, 5 класра килти вулав урокĕнче Леонид Агаковăн «Кăсăя» повеç сыпăкне тишкернĕ май йĕркеленĕ синквэйн.
Япала ячĕ: вăрçă

2 паллă ячĕ: хăрушă, тискер

3 глагол: аркатать, çунтарать, вĕлерет

Предложени: хăрушă тискер вăрçă аркатать, çунтарать, вĕлерет.

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕ: тискерлĕх

Тăван чĕлхе çинчен синквэйн тăватпăр:

1 япала ячĕ (сăмах майлашăвĕ): тăван чĕлхе

2 паллă ячĕ: илемлĕ, çепĕç

3 глагол: янăрать, хутшăнать, калаçать

Предложени:илемлĕ те çепĕç чĕлхепе уççăн калаçатпăр,хутшăнатпăр

Пĕтĕмлетÿ: анне чĕлхи

Юлашки вăхăтра кластерпа синквэйна пĕрле çыраççĕ. Кластерăн иккĕмĕш вариантне урăхла йĕркелеççĕ. Илемлĕ литература хайлавне тишкерме меллĕ, темăнăпа проблемăна, тĕп сăнарсене сăнлакан абзацсене суйласа илмелле. Вуланă май тетраде пĕрремĕш юпана текстри пур япала ятне те, иккĕмĕш юпана пур паллă ячĕсене, виççĕмĕш юпана глаголсене çырса илмелле. Хайлав тексчĕн сыпăк вĕçне çитсен миçе сăмах пулнине пĕтĕмлететпĕр: миçе япала ячĕ, паллă ячĕ, глагол. Таблицăри юпасем вĕçне сăмах шутне çырса хумалла. Текстран çырса илнĕ япала ячĕсенче, паллă ячĕсенче, глаголсенче пĕр пек сăмахсем 2 е 3 хут тĕл пулнине шутласа тухса пĕтĕмлетмелле. Вара синквэйн çырма тытăнатпăр. Чи нумай тĕл пулнă япала ячĕ синквэйн тумалли тĕп сăмах пулать, ăна пĕрремĕш йĕркене çыратпăр. Нумай хут тĕл пулакан, тĕп сăмахпа килĕшсе тăракан икĕ паллă ятне иккĕмĕш йĕркене, виçĕ глагола виççĕмĕш йĕркене çыратпăр. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш йĕркери япала ячĕпе паллă ячĕпе глаголсемпе усă курса кĕске предложени йĕркелетпĕр. Юлашкинчен пĕтĕмлетÿ сăмахĕ е метафора тупатпăр. Кун пек мелпе синквэйн çырма çăмăлтарах. Чăваш чĕлхи урокĕсенче илнĕ теори материалне практикăра çирĕплетеççĕ, пуплев пайĕсене уйăрма лайăх вĕренсе çитеççĕ. Тĕслĕхрен, 6 класра Ева Лисинăн «Çăкăр чĕлли» хайлавăн икĕ е виçĕ абзац илетпĕр: «Çăкăр! Инçе çул шиклентермест мана. Анне сăмахĕсем ман чунăн чи ачаш кĕтесне сĕртĕнчĕç. Тырă вырнă вăхăтра колхозра çăкăр паркалатчĕç-ха: çăкăр çисе курнă. Анчах эпĕ, финн вăрçи тапраннă çул çуралнăскер, тăххăра çитсе те хамăр килте çăкăр пĕçернине астумастăп. Çăкăршăн таçта çитме те хатĕр…»

Иккĕмĕш вариантпа мелĕпе тумалли кластер тĕслĕхĕ


Япала ячĕ

Паллă ячĕ

Глагол

çăкăр

çул

анне

сăмах(ĕсем)

чун(ăн)

кĕтес(не)

тырă

вăхăт(ра)

колхоз(ра)

çăкăр

çăкăр

вăрç(и)

çул

кил(те)

çăкăр

çăкăр(шăн)

инçе

ачаш

шиклентер(мест)

сĕртĕн(чĕç)

пар(калатчĕç)

çи(се)

кур(нă)

çурал(нăскер)

çит(се)

пĕçер(нин)

асту(мастăп)

çит(ме)

хатĕр


Пĕтĕмлетÿ:

16 япала ячĕ; 2 паллă ячĕ 11 глагол

çăкăр – 5 хут, çит -2 хут

çул – 2 хут

Синквэйн

Япала ячĕ çăкăр

Икĕ паллă ячĕ: çемçе, тутлă

Виçĕ глагол: çиме, пĕçернĕ, хатĕр

Предложени: çемçе те тутлă çăкăршăн ачасем таçта çитме те хатĕр

Пĕтĕмлетÿ сăмахĕ: пурнăç

Интерактивлă технологин меслечĕсемпе ĕçлеме эпир юлашки 5 çул хушшинче тытăнтăмр. Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнчи чăваш чĕлхипе литература кафедринчи Надежда Григорьевна Иванова доцент ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕнче ĕçлекенсем çак мелсене алла илчĕç тесен те юрать. Текста тишкерме меллĕ тепĕр мел вăл – икĕ енлĕ е виçĕ енлĕ дневник çырасси.

Икĕ енлĕ дневника мĕнле çырмалла-ха? Кун евĕрлĕ ĕç хайлаври кирлĕ абзацсенчи предложенисене вуласа пынă май çырса илнĕ тĕслĕхсенчи сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсене уçса пынă май хайлав текстне ăнланса тишкерме пулăшать. Страницăна икĕ пая пайламалла. Пĕрремĕш пайĕнче хайлаври витĕмлĕ, пысăк шухăшлă предложенисене е цитатăна çырмалла. Иккĕмĕш пайĕнче ача çак предложение е цитатăна хăй мĕнле ăнланнине çырса хурать. Юлашки çулсенче шкулсенчи икĕ енлĕ дневник мелĕпе вĕрентекенсем 5-мĕш класранах ĕçлеççĕ. 8-9 классенче те час-часах виçĕ енлĕ дневник çыратпăр. Тĕслĕхрен, 5 класра Лидия Саринен «Цирк курма кайни» калавĕнчи абзац тăрăх çырнă икĕ енлĕ дневник тĕслĕхĕ:

Хайлаври цитатăсем:


Эпĕ çапла шутлатăп:

«-Ур-р-ра! Эпĕ цирк курма кая- тăп тăп, ур-р-ра! – аллисемпе сулкаласах кăшкăрчĕ Володя.»

Хăйне цирк курма илсе каясси çинчен пĕлсен Володя питĕ савăнса каять. Хăй савăнăçне ачасене пĕлтерет. Çакна кăшкăру паллиллĕ предложени кăтартать.

«…хăрах ури çинче сиккелесе…»

Савăнăçне çапла палăртать.

«Арчаран… куккăшĕ парнеленĕ кĕпине туртса кăларать.»

Хăнана кайма хатĕрленет.


«Володя шанк хытрĕ, пĕр хушă ни ним хускалмасăр тăчĕ. Чĕри кăкăрĕнчен сиксе тухас пек тапма тытăнчĕ.»

Ашшĕпе амăшĕ çуккине курсан ача питĕ тĕлĕнет.

«…Сăнĕ шурса кайрĕ, тутти сике-сике илчĕ»

Кун пеккине кĕтмен вăл, хăйне улталаса хăварнине ăнланса илет.

«Чупсан-чупсан Володя йăлтах халтан кайса çитрĕ те тусанлă çул çинех ÿкрĕ, чунĕ кÿтсе кил- нипе йĕрсе ячĕ. Ун куçĕнчен вĕри куç çулĕ юхрĕ те юхрĕ.»

Аслисем улталани ачана

кÿрентерет, вăл пăшăрха- пă нать, вĕри куç çулĕпе йĕрсе чунне пусарать.

«Вырăн çинче те вăл нăшăклатса йĕни чылайччен илтĕнчĕ.»

Кÿренĕвĕ часах иртсе кайман.


Виçĕ енлĕ дневник çырасси ачасемшĕн кăткăс ĕç. Ăна икĕ тĕрлĕ çырма пулать. Пĕрремĕш мелĕн йĕрки çапла. Страницăна виçĕ юпана пайламалла.Пĕрремĕш юпана хайлава тишкернĕ палăртнă темăна, проблемăна, тĕп сăнарсем кăларса тăратакан çивĕч ыйтусене палăртакан пĕтĕмлетÿллĕ (сăмах майлашăвĕ е пĕр-пĕр ăнлава пĕлтерекен ăнлав) сăмахсем çырмалла. Иккĕмĕш юпана хайлаври текстран илнĕ предложение е цитатăна пĕр улăштармасăр çырса илмелле. Виççĕмĕш юпана ачан çав йĕркесем пирки мĕн шухăшланине çырса хурать.

Иккĕмĕш мелĕ çапларах, пĕрремĕш юпана пĕр-пĕр ĕçе, пулăма, сăнара çыравçă хакланине, иккĕмĕш юпана хайлаври сăнар сăмахĕсене пĕр улăштармасăр, виççĕмĕш юпана ача хăй шухăшне çырса парать. Дневник çырни ачасене хайлава вулама хистет. Малтанхи вăхăтра вуланă кĕнекесем çинчен çырса пыракан дневник мелĕ вырăнне юлашки вăхăтра усă куракан технологисене ачасене алла илтертермелле. Хальхи вăхăтра вĕренекенсене кĕнеке вулаттарма питĕ хĕн. Вулас вырăнне халĕ вĕсем компьютер умне пырса лараççĕ. Хайлава вуласа тухмасăр, текста пĕлмесĕр ача дневник çыраймасть. Вуланă май вĕренекен текст пĕлтерĕшĕ пирки шухăшлать, çавăн пекех çак мел ачана хăй мĕн шухăшланине тĕрĕс те çыхăнуллă ĕнентерсе çырма вĕренет. Çапла вара, икĕ е виçĕ енлĕ дневник çырни вĕренекенсене патшалăхăн пĕтĕмĕшле экзаменне тытма хатĕрлениех пулать. Акă 9 класра А.Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повеçне вуланă хыççĕн çырнă виçĕ енлĕ дневник тĕслĕхĕ:



Тĕп сăмах

Автор çырать

Эпĕ шутлатăп

Чыс

«Чыс – чи хаклă тупра, ăна мĕн пĕчĕкрен упра»

«Пуçна çухатсан та чысна ан ан çухат»

«Эпир çапăçăпăр-ха! Е çĕн çĕнтерÿ пулĕ унта, е…»


Таса ята мăн пĕчĕкрен упрамалли çинчен çырать Артемьев. Çын хушшинче ырă ятпа çÿреме кăмăллă. Ырă ята çĕнсе илме пулать-ха ăна, анчах ăна упрама та пĕлмелле.

Тăшмана сутăниччен вилни лайăхрах.

Тĕрĕслĕхшĕн кĕрешĕп, тĕр тĕрĕсмарлăха çĕнтерме сен пурăнма та кирлĕ мар тесе шухăшланă ăыравçăн геройĕсем.

Ултав

«Валентин таврăнни маншăн çапах та ырра мар, ахалех иртмест ку маншăн, чĕрем тем усала сисет». «Актаевран сыхланас пулать. Халĕ вăл – манăн пĕрремĕш тăшман».

«Эс мана Сталинград патĕнче пĕтереймерĕн…

Килтех пĕтерес терĕн-им, йытă?».

Валентин тĕрĕссине пĕлме пултарать, вара ман таса ят та лăпкă пурнăç пĕтет тесе шухăшлать Варсун.

Актаева маларах тĕп тумалли шухăш пуăне пырса кĕрет Варсунăн. Сталинград патĕнче йывăр аманнăскере тăшмансен аллинче хăварни çитмест-ха чунсăра, халь лаша айне туса вĕлересшĕн пулнине ăнланать актаев.

Тĕрĕслĕх

«Хăмла аври тем чул явăнсан та шучĕ вĕçне çитсе тухатех, вара усăнать».

Суяпа пурнăç тума çук, тĕрĕслĕх çавах çĕнтерет текен шухăша çыравçă чăвашсен каларăшĕпе пĕтĕмлетет.



Хайлаври сăнарсене сăнласси те çĕнĕлле пулса пырать. Таблицăпа усă курса тишкернĕ сăнарсен характеристикине таблицăпа усă курса тишкерни ачасене тишкерÿ хăнăхăвĕсене вĕрентет, кăсăклантарать, ăша хывма хавхалантарать. Мĕн хыççăн мĕн çырмаллине ачасем пиллĕкмĕш класранах хăнăхса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, 8-мĕш класра Николай Айзманăн «Ăçта-ши ман атте» пьесине тишкерĕ май виçĕ сăнарăн танлаштаруллă характеристикине çапла йĕркелеме пулать.





Илюш

Жоржик

Свисток

Сăн-сăпачĕ

кĕрнеклĕ, сатур сăн-питлĕ

вăрăм, черченкĕ

çинçе, лутрарах

Ĕçĕ-хĕлĕ

килте пур ĕçе те тăвать, тăрăшса вĕренет, учили-щĕри коллектив ĕçне хастар хутшăнать

ниçта та вĕренмест, вăрлать, суять. вĕренме ÿркенет, тÿрĕ çул çине тăрать

вăрлать,

улталать,

суять,

хăратать

Шухăш-ĕмĕчĕ

каменщик пуласшăн, ашшĕне

тупасшăн.

тĕллевĕ çук, уншăн амăшĕ шутлать

укçаллă

пуласшăн

Тыткаларă-

шĕ

пуринпе те кăмăллă, вырăнлă, тăрăшуллă

малта йăнăшать, кайран тĕрĕс пурăнма тытăнать

сĕмсĕр, нĕр-

сĕр, йăнăш

çулпа пыни-

не ăнлан-

масть

Автор харак-териситики

юратать

юратать

сивлет



Критикăллă шухăшлав технологин ăслайĕсемпе усă курни урока кăсăклăрах ирттерме, пуянрах содержаниллĕ тума пулăшать. Кун йышши уроксем шырав мелĕсемпе йĕркеленеççĕ. Вĕренекенсем хайлав текстне тишкернĕ май астăвăмапа шухăш ирĕклĕхне, сисĕм-туйăм пултарулăхне, харпăр хăй халльĕн ĕçлес-тăвас туртăма вăйлатаççĕ. Шухăш юхăмне тĕрĕс йĕркелес пултарулăха çирĕплетеççĕ, аталантарма пулăшаççĕ. Çыхăнуллă пуплевре хайлавсенчи уйрăм сăмахсемпе тата сăмах çаврăнăшĕсемпе хăйсен пуплевĕнче усă курма хăнăхаççĕ. Ачасем ĕç çинчен йĕркипе каласа пама, хăйсен шухăшне палăртма, кирлех пулсан ăна хÿтĕлеме те, илемлĕ те тĕрĕс предложенсем йĕркелеме вĕренеççĕ. Критикăллă шухăшлав мелĕпе усă курни ачана çĕнĕ пĕлÿ «тупма», пухма, çак ĕçре пуçаруллă пулма вĕрентет. Пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн, план тăрăх туса пыма хăнăхтарать, литература хайлавĕсене чунтан юратса, ăспа ăнланса йышăнма хистет.

Литература:
1. Ермакова Г.А. Постижение правды, истины, красоты. Чебоксары, 2001.

2. Ермакова Г.А. Постижение тайны слова. Чебоксары, 2001.

3. Ермакова Г.А. Животворящая бездна слова (Имманентный анализ текста). ĔĔ Вестник Чувашского республиканского института образования. Выпуск 1. Чебоксары: Издательство ЧРИО, 2001. – С. 89-94.

3. Балашова Н.А. Технология критическое мышление. – httpĔĔletopisi..pxpĔruĔindex

4. Мещерякова М. Литература в таблицах и схемах. Теория. История. Словарь литературоведческих терминов. М.: Айрис-пресс, 2004.

5. У1 класçн тçван литература урок.сем% меслет кçтартçв.сем Ĕ Н? Г? Иванова т?ыт? _ Шупашкар% Чçваш Республикин в.ренĕ институч.н издательстви: 2007? –С?111?

страница 1


скачать

Другие похожие работы: