Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви
Анне ĕçне юратать, Пĕр санпа тĕнче хитре,
Питĕ, питĕ тăрăшать Хытăрах тапать чĕре.
Анне–хĕвел кулли, Тăван анне манми,
Тăрать ик куç тулли. Ялан умра тăрать.
Нихçан асран кайми, Юратăвĕ сỹнми,
Тăван кил-йыш ăшши. Куллен телей сунать.
Теллей курма пире Анне–чи илемли,
Пилленĕ ĕмĕре. Вăл пиршĕн–ыр чунли.
Санпа тĕнче хитре, Унран та çепĕççи
Хавас тапать чĕре. Тупаймăн урăххи.
Пире кам ачашшăн Е ăшă çи-пуç-и
Лăпкать пĕчĕкрен, Тимлет сан валли?
Чипер çын тăвасшăн Пĕр-пĕр инкек пулчĕ –
Çунать чĕререн? Сиплет кам алли?
Кам тĕлĕкĕнче те Кам ыррăн, хавассăн
Курать-çке пирех, Пурне те пире,
Килте пуринчен те Çапла лăш курмасăр,
Тăрать иртерех? Пăхса ÿстерет?
Кам ир вучах чĕртнĕ – Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Апат пĕçерет, Туссем вăл камне:
Ĕне суса кĕнĕ – Вăл – пирĕн телей-çке,
Ăш сĕт ĕçтерет? Вăл пирĕн анне!
Аркадий Ĕçхĕл
Тавах, аннем çуратнăшăн,
Юрла-юрла сиктернĕшĕн
Лăпканăшăн, юратнăш
Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн…
Валентин Урташ
Анне пурри – пуриншĕн те телей. Сăваплă сас хăватлăхне туятăп.
Ачаш сасси чун-чĕремре упранĕ: Анне сасси–таса çăлкуç сасси,
«Шăнса ан пăсăл, пулсамччĕ йăрă»,– Уй-хир, вăрман, инçе çулсен сасси.
Тесе вĕрентнине епле-ха манăн? Аннен илемлĕ, ырă сăнарне
Анне сасси –çуралнă кил сасси, Йăваш сасси ялан аса илтерĕ,
Ача-пăча, тăван ял-йыш сасси. Тăван çĕре те, çут тĕнчене те
Анне сăн- пичĕ маншăн –сар хĕвел, Теллей те ырлăх хаваспах пиллерĕ.
Куллен-кунах вăл çиçессе шанатăп. Анне сасси–сенкер тỹпе сасси,
Çула тухсассăн, йывăр килсессĕн, Ешерекен Тăван çĕр-шав сасси.
Галина Сорокина
Хаклăран та хаклă эс, аннеçĕм,
Халĕ эп инçе-инçе санран.
Тунсăхлать, çунать вĕри чĕреçĕç,
Куçа-куçăн тĕл пуласчĕ манн.
Юнашар ялан манпа тăратăн,
Куç умнее тухать йăваш куллу.
Ырлăх сывлăх т ателей сунатăн,
Асăмрах тăрать сан çут сăну.
Çырупа çеç çыхăну тытатăп –
Çепĕç сăмахсем чĕре туллии.
Пурнăçра хăват парса тăратăн –
Нимĕн те шел мар хĕрÿ валли.
Тусăмсем! Ак мĕн сире калатăп:
Аннĕре ан манăр нихăçан.
Юратма та упрама ыйтатăп:
Пурнăç лайăх аннесем пулсан!
Зинаида Михайлова
Хĕвел пек хĕрÿ çыннăм – анне,
Çук санран çывăх çын тĕнчере.
Эс кÿретĕн кил-çурт илемне,
Юратса ÿстеретĕн пире.
Çăлтăр пек çутă çыннăç – анне,
Çук санран лайăххи тĕнчере.
Сывлăм пек таса чун хавалне
Пурнăçра парнелетĕн пире.
Ылтăн пек ырă çыннăм –анне,
Çук санран кăмăлли тĕнчере.
Çĕклемешкĕн çĕр-шыв хăватне
Урăх кам-ши пире вăй кÿрет.
Василий Давыдов-Анатри.
3№ хушса пани. Атте çинчен çырнă сăвăсем.
Манăн атте пит маттур.
Ун пекки тек камăн пур?
Тем тума та пултарать,
Такама та пулăшать.
Çурт-хуралтă вăл тăвать,
Сĕтел-пукан ăсталать.
Питĕ тулă пĕçерет,
Аннерен те ирттерет.
Хаçат-журнал юратать,
Çут çанталăка сăнать.
Выльăх-чĕрлĕх те усрать,
Юратса ăна пăхать.
Хисеплетĕп аттене,
Юрататăп аннене,
Асаннепе савăнатăп,
Туслă çемьере пурнатăп.
Оксана Садовникова
Атте-анне, телей сунатăп,
Çуратса ÿстернĕшĕн тавах.
Яланах асра тăван кил-йыш.
Атте-анне, телей сунатăп.
Раиса Сарпи
Атте-анне юратнă пек
Пире никам та юратман.
Атте-анне юратнипе
Эпир ниçта та хур пулман.
Эпир ăçта-ăçта пулман,
Атте-анне ятне яман.
Çитес çĕрсем татах та пур
Тӳсес кунсем татах та пур.
Атте-ачне юратнипе
Йывăррине çăмăл тăвар,
Атте-аннемĕр пек пулар.
Валентин Урташ
Ман аттен паян çуралнă кунĕ
Турă патăр татах кун-çулне
Сахал мар хура-шурне вăл курнă
Пурнăç ир шуратнă ун пуçне
Сахал мар хура-шурне вăл курнă
Пурнăç ир шуратнă ун пуçне
Ах аттеçĕм татах пурăн
Эс пире савăнтарса
Эс ÿстернĕ шурă хурăн
Нумай лартăр кашласа
Сан садра ав çитĕнеççĕ
Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем
Пирĕнпе чупса çÿреççĕ
Чун юратнă мăнуксем
Сан çине анне пăхать ытарлăн
Ас илет, тен, иртнĕ кунсене
Санпала çеç хĕр тиветчĕ ывăл
Çуратса пĕрле ÿстернине
Санпала çеç хĕр тиветчĕ ывăл
Çуратса пĕрле ÿстернине
Ах, аттеçĕм, эпир сана юрататпăр.
Ах, аттеçĕм, санпа мухтанатпăр.
Ах, аттеçĕм, эс пурришĕн турра тав тăватпăр.
Нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Ваттисем каланă халала эс
Пурнăçланă, атте, чăннипех
Эс кайсан те тем чул йывăç кашĕ
Яту юлĕ сан мăнуксенче
4№ хушса пани. Тăван кил, çемье çинчен çырнă сăвăсем
Ума тухать çуралнă килĕм,
Пуç уснă хурăн ун енне.
Тунсăхласа, тем, хурлăх килнĕн,
Кунта кĕтет мана анне.
Ял варринче çап-çутă кÿлĕ,
Хумсем çинче вылять шевле.
Ун хĕрринче эпир каçкÿлĕм
страница 1 ... страница 5страница 6страница 7страница 8страница 9
скачать
Другие похожие работы: